15 октября 2011 г.
«Çынсемпе чунсăр пулмалла мар»
Тунти кун район администрацийĕн ларусен залĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕн уйрăмĕ хăйĕн тăхăр уйăхри ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Лару-тăрупа паллашма, пĕрлехи ыйтусене татса пама Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ А.В. Тимофеев, министерствăн 2 " оперативлă шырав чаçĕн начальникĕ А.М. Полетаев килчĕç.
Реформа пынă май халĕ ĕçлекен пур сотрудник та август уйăхĕччен аттестаци тухнă. Милицинчен полицине куçни вара сăмах улшăннипе çеç иртмелле маррине каларĕ министр çумĕ. Реформа сотрудникран ĕç пахалăхне те çирĕп ыйтать. Çитес çултанпа министерство федераллă бюджет укçи-тенкипе «пурăнма» тытăнать. Ĕç укçи ÿсесси те паллă. Вăл вара ĕçне кура пулассине шантарчĕ А. Тимофеев.
Хальлĕхе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен тăрăшулăха ÿстерессипе тимлемелле. «Çынсемпе чунсăр пулмалла мар. Çакна валли хушма укçа-тенкĕ те тăкакланмасть. Ăна саккун ыйтать», – çапла çирĕплетрĕ министр çумĕ.
Тăхăр уйăхра 295 преступлени регистрациленине Шалти ĕçсен министерствин Муркашри уйрăмĕн пуçлăхĕ Е. Плечов пĕл-терчĕ. Анчах та вăрăлла ĕçсене уçса парасси кирлĕ шайра пулса пымасть-ха. Вĕсене уçса пама çирĕп система йĕркелемелле. Профилактика ĕçне вăйлатни, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, унти активпа тачă çыхăнса ĕçлени унăн пĕр пайĕ пулмалла. Çапла вара превентивлă преступленисене, уйрăмах йывăр преступленисене, обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснине тата ачасем тăвакан преступленисене хирĕç кĕрешесси те ÿсĕ. Граждансемпе йĕрке пирки калаçма, вĕсемпе ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлама ÿркенмелле мар.
Преступление асăрхаттарма, уçса пама пултаракан тепĕр пулăшу вăл – лавккасенче, ытти обществăлла вырăнсенче видеосăнав оборудованине вырнаçтарасси, сыхлавăн çĕнĕ мелĕсемпе усă курасси. Уйрăм предпринимательсен, ытти организацисен объекчĕсенче – вĕсен пур вырăнта та пулмалла. Преступленисене уçса парасси çине лайăх витĕм кÿрет çакă. Апла ăнлантару калаçăвĕсем пулмаллах. Кашни хуçа экономика тĕлĕшĕпе çеç мар, социаллă ответлăха та туйса тăтăр.
«Сотрудникăн кашни материала чĕре витĕр кăлармалла, çынсемпе кăмăллă пулмалла», – терĕ А. Тимофеев ĕçри тепĕр çитменлĕхе палăртса.
Вырăнти актива, халăх дружинникĕсен ретне чăннипех активлă та ответлăха туякансене тата ĕçлеме пултаракансене суйламалла. Атту вĕсен ĕçĕ хут çинче кăна юлĕ. Клубсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем те çапла чухне çеç сахалланĕç.
Мускава тата ытти вырăнсене ĕçлеме тухса çÿрени – тепĕр çивĕч ыйту. Кунта та шалти ĕçсен пайĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăну тытни кирлĕ. Министр çумĕ калашле, участковăйсен хăйсен участокĕсенче ытларах вăхăт пулма тăрăшмалла, унти лару-тăрăва пĕлсе тăмалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов пăрахăçа кăларнă профилактика кунĕсене çĕнĕрен вăй илтермеллине палăртрĕ. Халăх дружинникĕсен ретне çирĕплетме сĕнчĕ. Видеосăнав оборудованийĕпе район центрĕн тулашне тухмаллине пĕлтерчĕ.
Татса памалли тата тимлĕх уйăрмалли ыйтусем паллă. Апла ĕçе тĕрĕс йĕркелесе вăй хумалла.
Н. Николаева.