Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем асфальт çул ыйтаççĕ

15 октября 2011 г.

Ялсем асфальт çул ыйтаççĕ

Раççейре çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри вăл – ÇУЛСЕМ. Иртен пуçласа каçчен, тĕрĕсрех каласан талăкĕпех, кун йĕркинчен тухмасть. Вуншар çул ăна татса парассишĕн кĕрешнĕ, анчах кĕрешÿ хăвачĕ çав-çавах иксĕлмен-ха. Ăна вĕçне çитерме çĕр-шывра çĕнĕрен те çĕнĕ программăсем кун çути кураççĕ, анчах ял çынни унчченхиллех авалхи пылчăкран хăтăлса пĕтеймест. Пурнăç вара шав малалла шăвать, общество аталанăвĕ çĕнĕ карта хăпарать.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсем палăртнă наци проекчĕсемпе пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçа кĕртсе çĕр-шыври пурнăçа малалла уттарма çулсем паян кирлĕ, вунă çултан мар! Кашни ял патнех асфальт çулсем çитерессипе ĕçленĕ хушăрах ялсем, çĕнĕ урамсем хушшине асфальт сарасси çивĕчленсе пырать. Нумай çĕрте ку ыйтăва та татса пама пултарнăран пăр тапранчĕ темелле.

Район территорийĕнче çулсем тăвассипе ĕçсем мĕнле шайра пынипе паллашма Раççейри çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. Никитинпа тĕл пулса калаçрăм.

– Асфальт сарнă çулсем ял çыннин пурнăç культурине ÿстерни пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Çул ыйтăвĕ Муркашсемшĕн те иккĕмĕш вырăнта мар. Паянхи куна районти ытларах ялта асфальт сарнă çулсем çук. Çак ырлăха ялта пурăнакан кашни çын кĕтет. Уйрăмах хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарас ĕмĕтлĕ çамрăксем. Апла пулсан пирĕн çул ыйтăвĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле. Плансем пысăк. Вĕсене строительсемпе заказчиксем, ял çыннисем пĕр шухăшлă пулсан çеç татса пама пулать. Çакна паян районта пурнăçланакан ĕçсем те çирĕплетеççĕ, – терĕ Владимир Германович.

2006–2011 çулсенче районта пурĕ 56,612 километр çулсем çĕнĕрен тунă. Çавăн пекех 56,115 километр тăршшĕ çулсене юсанă. Ял тăрăхĕсен чиккинче 12 километр автоçула тирпейленĕ. Çакă вăл пурнăçланă ĕçĕн пĕр пайĕ. Ĕçлемелли вара татах нумай. Уйрăмах ялсенче асфальт çулсем сарасси умра çивĕччĕн тăрать. Районĕпе илсен ялсенчи урамсен тăршшĕ 360,6 километр. Хальлĕхе вĕсенчен 96,3 километрне кăна асфальт сарнă. Асăннă çулсене пĕтĕмпе 3 организаци пăхса тăрать. Вĕсем: «Энергосервис», «Волгостройтранс», «Автодорсервис» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем.

– Пылчăк çăрса пайтах пурăнтăмăр. Халĕ вăл вăхăтсем хыçала юлчĕç. Кун пек çулсемпе ытларах та ытларах пурăнас килет, – теççĕ асфальтлă урамсенче пурăнакансем ачисене те яла юлма ÿкĕтлесе.

Çул, газ, шыв пулсан – ял пурăнать. Яла асфальт çитнĕ çулпа паянхи çамрăксен ачисем те шкула чупчăр, яла аталантарассишĕн вăй хуччăр. Газ кирлĕ теттĕмĕр те газпа усă курма пуçларăмăр. Паян авă ялта асфальт çул сарасси пирки калаçатпăр. Ĕненетпĕр, çывăх вăхăтрах вăл та пурнăçа кĕрĕ. Паянхи куна ялсенчи 30 урама асфальт сарма проектсем хатĕр.

Паян «Дорстрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество (генеральнăй директорĕ В. Румянцев) 1,336 километр тăршшĕ «Волга» – Мулкачкасси – Оринин автоçула тăвассипе ĕçлет. Кунсăр пуçне акционерсен «ДЭП–146» уçă обществи (генеральнăй директорĕ В. Павлов) 1,82 километр тăршшĕ «Волга» – Вăрăмой çула юсассипе тимлет. Кусемсĕр пуçне район территорийĕнче çулсене пăхса тăрассипе те пысăк ĕçсем иртеççĕ. 200 километр çула «ДЭП–146», «ПГС–1», «ПМК «Водстрой» организацисем пăхса тăраççĕ.

Паянхи сăн ÿкерчĕксенче эсир акционерсен «ДЭП–146» уçă обществин ĕçченĕсем иртнĕ çу кунĕсенче Йÿçкассинче планпа пăхнă юсав ĕçĕсем ирттернине куратăр. Эпир пынă чух участок мастерĕ Ю. Васильев ĕçсене хăвăртрах вĕçлесе тепĕр объекта куçасси пирки калаçатчĕ.

– Уяр та илемлĕ çу кунĕсемпе туллин усă курасси – пирĕн тĕллев, – терĕ вăл асфальтпа çитнĕ «КамАЗа» ăçтарах тăратмаллине кăтартса.

С. Савельева, С. Романова, В. Никитина, Е. Алексеева ĕçченсем (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) манпа калаçнă хушăрах тăкнă асфальта сапалама пуçларĕç. Сергей Демьянов механизатор вара (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) асфальт пусăрăнтармалли катока чĕртсе ячĕ.

– Ĕлĕкхи кĕнекере пурăна киле çул пичĕсем якалĕç, таврана шăна кари явса илĕ тенĕ. Çав вăхăтсем çитрĕç: электричество линийĕсемпе çутă килет, инçе çула асфальт сарнă çул кĕскетет, – терĕ ĕçрен уйрăлмасăр Е. Алексеева ĕçчен.

Çул тăвакан калани – паянхи ĕçсене сăнлакан сăмахсем.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика