15 октября 2011 г.
Хушăм – 6,5 процент
Кăçалхи октябрьтен РФ Правительство пуçлăхĕ Владимир Путин сентябрĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă йышăну вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федераллă бюджет учрежденийĕсемпе организацийĕсен, патшалăх органĕсен ĕçченĕсен ĕç укçи виçи 6,5 процент ÿсрĕ.
Ĕç укçи çавăн пекех вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕç, культура, федераллă хысна, бюджет тата автономи учрежденийĕсен ĕçченĕсен те ÿсрĕ. Сăмах май учительсен, врачсен, библиотекарьсен шалăвĕ пĕчĕкки пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче унччен сахал мар сăмах хускатнăччĕ. Бюджетниксен ĕç укçине икĕ çул ĕнтĕ индексацилемен.
Йывăрлăхсем пур пулин те, ĕç укçине октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ÿстерни чикĕ мар. Бюджетниксене малашлăхра татах та лайăх пулăмсем кĕтмелле.
РФ Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви ытти федераллă органсемпе пĕрле федераллă бюджет учрежденийĕсен ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлессин çĕнĕ системисем енĕпе тăтăшах мониторинг ирттерет. Унăн итогĕсемпе килĕшÿллĕн ку сферăра кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ĕç укçи шайĕ уйăхне вăтамран 27192 тенкĕпе танлашнă. Халĕ правительство вăтам ĕç укçи виçине 2014 çул тĕлне 30–32 пин тенкĕне çитерме палăртать.