Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ĕçсем – çĕр улми пуссисенче

15 октября 2011 г.

Тĕп ĕçсем – çĕр улми пуссисенче

Çак вăхăта районти хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Тĕп ĕçсем – çĕр улми пуссисенче. Кунпа пĕрлех хуçалăхсенче çанталăк май панипе пахча çимĕçпе тымар çимĕçсене те пухса кĕртессипе тимлеççĕ.

Октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 955,5 гектар çинчен пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ. Ку вăл планпа пăхнин 74,4 проценчĕ пулать. «Свобода» хуçалăхра пухса кĕртмен лаптăк татах 35, Ударник» хуçалăхра 63, «ВаСем» обществăра 65 гектар.

Çĕр улмине пĕтĕмпе 11395 тонна пухса илнĕ. Гектар пуçне тивекен тухăç вăтамран 119,3 центнерпа танлашать.

Пахча çимĕç кăçал хуçалăхсенче 227,5 гектар çинче. Ăна 64 гектар çинчен (28,1 процент) пуçтарса илнĕ. Тухăç пĕр гектар пуçне вăтамран 152,7 центнер тивет.

Çĕртме 2516 гектар çинче сухаланă. «Ударник» хуçалăхра çак ĕçе 600 гектар çинче туса ирттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика