Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн патра кичем мар

12 октября 2011 г.

Пирĕн патра кичем мар

1937 çул район историйĕшĕн çавăнпа паллă. 74 çул каялла Мăн Сĕнтĕрте районĕпе пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă. 15 вырăнлă пулнă вăл. Унччен вара çулленех çуллахи вăхăтра ача-пăча площадкисем йĕркеленĕ.

Ача сачĕ ку çуртра 1941 çулччен пулнă. Хыççăн ăна урăх çурта куçарнă. Кунта вара вĕренÿ класне вырнаçтарнă. 1947 çулта çурта юсанă хыççăн кунта каллех ача сачĕ куçнă. 1947–1949 çулсенче ача сачĕ 5–8 ача çÿремелĕх пулнă.

1954 çулта пристрой тунă хыççăн ачасен йышне 50-на çитернĕ. Ача сачĕн пурлăх бази те пуянланса пынă.

Ача сачĕн пурнăçĕнчи палăрăмлă ырă улшăнусем пĕтĕмпех Анна Федоровна Романова ячĕпе çыхăннă. 1949 çулта çемйипе Мăн Сĕнтĕре пурăнма куçса килсен ăна ача садне ертсе пыма шаннă.

Çăмăл пулман ун чухне ĕçлеме. Апат-çимĕçне пасарта туяннă, вутти-шанкине Ильинкăран лашасемпе турттарнă.

Çак вăхăтра Мăн Сĕнтĕрте больницăн çĕнĕ çуртне тунă. Анна Федоровна çине тăнипе ку çурта ача сачĕ валли уйăрса панă. 90 вырăнлă ача садне кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, ачасен вылямалли площадкине йĕркене кĕртнĕ. Çĕнĕ ача сачĕ 1966 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă.

Анна Федоровна кунта 1975 çулччен ĕçленĕ. «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» ята, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ вăл. Ăна темиçе хутчен те Мăн Сĕнтĕр ял Совет депутачĕ пулма суйланă.

Паянхи ача садне унчченхипе танлаштарма çук ĕнтĕ. «Мечта» ача садне халĕ 140 ача çÿрет. Вĕсене пĕтĕмпе 6 ушкăна уйăрнă. 29 çын вăй хурать пирĕн патра. Вĕсенчен 13-шĕ – педагогсем.

Ачасен пурнăçне тухăçлă та усăллă ирттерме, вĕсене кунта тивĕçлĕ воспитани пама пур майсене те туса панă темелле. Пирĕн ача сачĕн тĕп енĕ вăл кунта çÿрекенсен ÿт-пÿ аталанăвне тĕрĕс йĕркелесе пырасси пулса тăрать.

Район, республика шайĕнчи тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене тăтăшах хутшăнатпăр. Çитĕнÿсем те çук мар. Акă кăçал тирпей-илем кĕртессипе республика конкурсне хутшăнса 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултартăмăр. Ăнсăртран мар. Ача сачĕн ĕçченĕсем территорие тирпей-илем кĕртес, илемлетес, илĕртÿллĕрех тăвас тесе çине тăрса ĕçлерĕç. Халĕ вара ача садне пырса кĕрсен хăвна асамлă юмах тĕнчине лекнĕнех туятăн. Чи кирли вара – çак хитрелĕх, илемлĕх туйăмĕ ачасен чунĕнче те йĕр хăварни.

Мăн Сĕнтĕрте ача сачĕ пĕрре кăна. Хăйсен ачисене садике вырнаçтарма заявлени çырса панисем вара татах 90 çын. Каласа хăвармалла, тĕрĕссипе пирĕн ача сачĕ 110 вырăнлă. Хушма пÿлĕмсем уйăрма май килнипе ача садне çÿрекенсен йышне 140-е çитерме пултартăмăр. 2013 çулта вара 80 ача валли пристрой хута яма пăхнă. Ун чухне ачасене садикре вырăнсемпе тивĕçтерес ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ те палăрмаллах чакмалла.

Галина ШОЛКОВА,

Мăн Сĕнтĕрти «Мечта» ача сачĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика