12 октября 2011 г.
Гагарин урамĕнче çĕнĕ çурт çĕкленĕ
Хаçат вулакансем, районта пурăнакансем Муркашри Гагарин урамĕнчи икĕ хутлă 18-мĕш номерлĕ йывăç çурта астăваççĕ ĕнтĕ. Ишĕлчĕк çуртсен шутне кĕртнĕскере пăснăччĕ, унта пурăннă 12 çемьене çĕнĕ çуртсенчи хăтлă хваттерсене вырнаçтарнă.
Халĕ вара çывăх вăхăтрах ку çурт пулнă вырăнта строительство ĕçĕсем çĕнĕрен пуçăнмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Германович Никитин каласа панă тăрăх кунта виçĕ хутлă, 24 хваттерлĕ, икĕ подъездлă хăтлă çурт ÿссе ларĕ. Строительство ĕçĕсене хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ пурнăçлать.
– Строительство ĕçĕ-сем валли площадкăна хатĕрлеме пуçăнтăмăр ĕнтĕ. Çывăхри хăш-пĕр тимĕр гаражсене урăх вырăна куçаратпăр. Тимĕр-бетон изделийĕсем кÿрсе килетпĕр,– каласа парать строительство организацийĕн тĕп инженерĕ Александр Олегович Федоров.– Строительсем Парковая урамра 48 хваттерлĕ çурта туса пĕтерчĕç ĕнтĕ. Çывăх вăхăтрах кунта строительство ĕçĕсем анлăн пуçăнмалла.
Çĕнĕ çурта çитес çул вĕçленнĕ тĕле хута яма пăхнă. Ăна хваттер илес текенсен пай укçипе усă курса тăваççĕ. Асăннă хăтлă объект район центрне татах та илемлĕрех те хăтлăрах тăвĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.