Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкексем пысăк сăтăр тăваймарĕç

12 октября 2011 г.

Инкексем пысăк сăтăр тăваймарĕç

Пурнăç улшăннă май общество умне тухса тăракан çивĕч ыйтусен пĕлтерĕшлĕхĕ те ÿсрĕ. Вĕсене вăхăтра татса парассипе те пирĕн çĕнĕ технологисене алла илме тивет. Ахальлĕн чавса çывăх та çыртма çук. Çакна пурнăçри нумай ÿкерчĕксем яр уççăн çирĕплетсе параççĕ.

Вăрçă-харçăпа çыхăннă тĕрлĕ инкексем паян хăйсен технологине улăштарчĕç. Пирĕн сăмах çаврăнăшне террорист тата террорла актсем кĕчĕç. Хальхи пурнăçра йышлă халăх хушшинче нимĕнпе те палăрман пĕчĕк ушкăнсем хăйсем суйласа илнĕ объектра сăтăрла ĕç тăвасси хăйне евĕр вăрçăн никĕсне выртрĕ. Çак хăрушлăхран пăрăнса иртме пирĕн ялан сыхă тăмалла, талккишпех сарăлнă фронтра юнашаррисене пулăшма хатĕр пулмалла. Пĕччен çын çапăçу хирĕнче салтак мар тени çĕнĕлле лару-тăрура пĕлтерĕшне ÿстерчĕ кăна.

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ. Муркашри Парковăй урамран 6 сехет те 45 минутра «Чăвашсетьгаз» уçă акционерлă обществăн Муркашри газ участокне 4 хутлă çуртăн 1-мĕш подъездĕнче газ шăрши пысăкки пирки пĕлтерÿ çитрĕ. Газ служби çийĕнчех вырăна тухрĕ. Газовиксем вырăна çитсен кунта газ концентрацийĕ чăнах та нормăран пысăкрах пулни палăрчĕ. 6 сехет те 55 минутра газ сирпĕнсе кайнипе пĕр подъезд ишĕлсе анчĕ. Малтанхи кăтартусемпе 7 çын пурнăçĕ татăлнă, 6-ăн аманнă, 8-ăн ишĕлчĕксем айне пулнă. Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас комисси председателĕ В. Никитин район администрацийĕн пуçлăхне Ю. Иванова доклад тунă тăрăх тивĕçлĕ структурăсем çухалса кайманни паллă пулчĕ. Авари пулнă вырăна газ тата электроэнерги парассине вăхăтлăха чарчĕç, инкек тÿсекен вырăнтан çынсене хăрушлăх çук çĕре эвакуацилерĕç. Вăй илнĕ «хĕрлĕ автана» та пушарнăйсем çийĕнчех çăварлăхларĕç. Инкек вырăнĕнчен тухакан çынсене вăхăтлăх вырнаçтарма йышăннă район центрĕнчи Культура çуртĕнче 42 çын валли вырăн пулчĕ.

Инкеке сирнĕ май тĕрлĕ суран илнисем 7 çын пулни, вилнисен йышĕнче 6 çын иккенни, 2 çынна госпитале хуни палăрчĕ.

8 сехетре çак инкек тĕлĕшпе командăпа штаб тренировкин ерÿçисем канашлăва пуçтарăнчĕç. Кунта аварипе çăлав службисен ертÿçисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕç. Çирĕплетнĕ йĕркепе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов администрацин ертсе пыракан ĕçченĕсене «Тулли» хатĕрленĕве пухăнма, ку тĕлĕшпе ятарлă хушу ĕçлеме пуçлассине алă пусса пĕлтерчĕ, администраци ĕçченĕсемпе канашлу ирттерсе камăн мĕнле ĕç пурнăçламалли пирки конкретлă ыйтăва пăхса тухрĕ. Кун хыççăн район пĕр алăри пек ĕçлеме пуçларĕ.

9 сехет те 40 минутра вĕрентÿ штабне Муркаш подстанцине сирпĕтсе стройран кăларни пирки хыпар çитрĕ. Унта пушар алхасас хăрушлăх пур. Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн базинче йĕркеленĕ аварипе çăлав службин ĕçченĕсем шутлă минутрах вырăна çитрĕç. Пулнă инкекпе профессиллĕ кĕрешсе тухнă пушара сÿнтерчĕç, вырăнти электриксем районти ялсене саппас çулсемпе электричество çути парассине çийĕнчех йĕркелерĕç.

Инкек пĕччен çÿремест теççĕ те, ваттисем калани çак кун татах тÿрре килчĕ. Муркаш подстанцийĕнчи диверсипе террор актĕнчен çăлав службисем Çĕньял Муркашри пĕр килти хушма хуçалăхра сыснасен Африка чуми тупăннă çĕре васкарĕç. Кил хуçи каланă тăрăх эрне каялла палламан çынсенчен туяннă комбикормпа тăрантарнă хыççăн сыснасен хăлхисемпе мăйĕсем çинче тата малтипе кайри урисен шал енче хĕрлĕ-кăвак паллăсемпе витĕннĕ 2 сысна сывлайми пулса вилнине пĕлтерчĕ. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ĕçченĕсем ку паллăсем Африка чуми пулнине систерсе сыснасене республикăри ветеринари лабораторине ăсатрĕç. Кунта «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци» патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев тивĕçлĕ йышăнусем тунине палăртмалла. «Эпизооти вучахне пĕтерес тата вăл сарăлассинчен асăрханас» тĕллевпе чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕн васкавлă ларăвĕ иртрĕ. Унта 1-мĕш тата 2-мĕш хăрушлăх зонисене палăртнă май карантин мероприятийĕсене пăхса хăварчĕç. Унпа килĕшÿллĕн контрольпе пропуск пункчĕсем, дезобарьерсем, ДУК спецавтотранспорт ĕçне йĕркелерĕç.

Хăрушă чир ан сарăлтăр тесе Çĕньял Муркашри кашни килти хушма хуçалăхри сыснасене тишкерсе тухрĕç. Сывă мар территорие автотранспорт кĕртессине чарчĕç. 1-мĕш хăрушлăх зонине кĕрекен Çĕньял Муркаш, Муркаш тата Шаптак ялĕсенче пурăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерчĕç.

Чире сарас мар тĕллевпе 3 ял хуçалăх производство кооперативĕпе пĕр хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕрлештерсе тăракан 13 ялта 2-мĕш хăрушлăх зони туса хучĕç: «Свобода», Е. Андреев яч. хис., «Оринино» тата В. Пушкинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем. Çак территорире ветеринари законодательствине пăхăнасси малти вырăна тухрĕ.

Командăпа штаб тренировки çак кун Муркашри вăтам шкула та сиктерсе хăвармарĕ. Шкулта «тухнă пушарта» аварипе çăлав службисем професиллĕ ĕçленипе 349 ачапа 40 учителе вăхăтра эвакуацилеме май килчĕ. Çăлавçăсем «хĕрлĕ автана» та вăхăтра сÿнтерчĕç.

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн специалисчĕ Г. Любимов йывăр вăхăтра çухалса кайманни, кĕске хушăрах гражданла оборонăн гражданла организацийĕсене ĕçе кĕртни, пушар хăрушсăрлăх ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани тата ирĕке кайнă çулăмпа кĕрешме вăйсене мобилизацилени, индивидуаллă хÿтĕлев хатĕрĕсене çителĕклĕ илсе тухни, вĕсене валеçмелли пунктсем уçни пĕтĕмĕшле лару-тăрăва уçăмлăх кĕртме пулăшрĕ.

– Питĕ ăста йĕркеленĕ. Чрезвычайлă лару-тăрура тата вăрçă вăхăтĕнче хăйсем мĕн тума пултарнине Муркашсем, ман шутпа, чи çÿллĕ шайра кăтартрĕç. Районти ответлă специалистсемпе тĕрлĕ ведомствăсен пуçлăхĕсем пĕр çыхăнура пулчĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕ çинчен вĕрентÿ пуçлăхне тÿррĕн доклад туса тăнăран районта чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама пултарнине пăхма кăмăллă, – терĕ Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю. Антонов полковник.

– Эпир паян кунта килнишĕн ÿкĕнместпĕр. Муркашсем маттур. Йывăрлăхсем умĕнче çухалса каймарĕç. Условнăй инкексем те пысăк сăтăр тăваймарĕç. Çавăнпа та пушар гарнизонне вăйлатма Уйкас Янасал тăрăхне çĕнĕ пушар машини парас терĕмĕр. Эсир кашни ĕç çине хуçалла пăхасси, пушар хăрушсăрлăхне малти вырăнта тытасси пирки пирĕн иккĕленÿ çук, – терĕ Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Юрьевич Антонов генерал-майор пушар автомашини парнеленĕ май Сосновкăри шкул ачисемпе тата ял çыннисемпе тĕл пулнă чух.

Черетлĕ пысăк вĕрентÿ хыçа юлчĕ. Умри хура кĕркуннепе шартлама хĕл кунĕсем пысăк тимлĕх ыйтаççĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика