12 октября 2011 г.
Сывлăха сыхлассипе – патшалăх программи
Ĕнер республикăри Министрсен Кабинечĕ «Сывлăха сыхлас ĕçе аталантарасси» патшалăх программине 2012 – 2020 çулсем валли йышăннă.
Ăна пурнăçлама 2012 çулта 9 млрд. та 241 млн. тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. 2020 çул тĕлне укçа-тенкĕ тăкакласси 11 млрд. та 456 млн. тенкĕне çитмелле.
Укçа-тенкĕ сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме те каять. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн больницăсене юсама, медицина центрĕсене хушма оборудованипе тивĕçтерме пăхнă.
Кадрсен ыйтăвне те татса пама палăртнă. Паян пысăк квалификациллĕ пин ытла врач çитмест.
Тухтăрсен ĕç укçине палăрмаллах ÿстерме палăртаççĕ. 2020 çул тĕлне вăтам ĕç укçи 30 пин тенкĕпе танлашмалла.
Программа çынсене пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме майсем туса памалла.