12 октября 2011 г.
Космонавтика çулталăкĕ пулнăран пирĕн шкулти çамрăк космонавтсен отрячĕн кăçал нумай мероприятие хутшăнма май пулчĕ. Акă сентябрĕн 30-мĕшĕнче эпир «Çул – космоса» республикăри наукăпа практика конференцине хутшăнтăмăр.
Конференцире çĕр-шыв космонавтикин 50 çул хушшинчи аталанăвĕ, республикăри çамрăк космонавтсен юхăмĕн программи, Чăваш ен поэчĕсемпе писателĕсен произведенийĕсенчи космонавтсем пирки докладсем пулчĕç. Сумлă çынсем паллаштарчĕç вĕсемпе: СССР тава тивĕçлĕ штурман-испытателĕ, Раççей Геройĕ И. Ирейкин, çар наукисен докторĕ И. Николаев полковник, Чăваш халăх поэчĕ В. Туркай тата ыттисем те.
Эпир вара çулталăкри хамăр пурнăçланă ĕçсем тата ăнăçусем çинчен каласа патăмăр. Раççей тата республика шайĕнчи наградăсем Юнкăри çамрăк космонавтсен сахал мар. Çапла ăнăçлă «вĕçнĕшĕн» пирĕн отряд дипломпа парнесене тивĕçрĕ.
И. Киршева,
шкулти аслă вожатăй.