12 октября 2011 г.
Раççейĕн пур кĕтесĕнчи – Балтика тинĕсĕнчен пуçласа Лăпкă океан таранах – çамрăк лесничийсем сентябрĕн 27-мĕшĕнче Хусана пухăннă. Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш съезда 55 регионти 300 ытла делегат килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче Юнкăри вăтам шкулта вĕренекен Мария Сытина та. Вăл Куславкка районĕнчи Мария Христофоровăпа пĕрле Чăваш Республикин представителĕ пулнă.
Çамрăк экологсем селекципе вăрлăх центрĕнче, дендрологи садĕнче тата ытти вырăнсенче пулса курнă. Чылай мастер-класс ĕçленĕ унта. Хастар ĕçĕпе палăрса Мария Сытина дипломпа хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Съездăн анлă та интереслĕ программинче делегатсем йывăç лартассине те пăхса хунă. Халĕ кÿршĕ республикăра пирĕн Мария лартса хăварнă йывăç та пур.