Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюлăх урокĕ ÿсĕмлĕ вĕçленчĕ

12 октября 2011 г.

Хăюлăх урокĕ ÿсĕмлĕ вĕçленчĕ

Октярĕн 3-мĕшĕнче Пăрачкав салинче кадет класĕсен смотр-конкурсĕ иртрĕ. Ăна çулсерен «Товарищество офицеров «Сыны Отечества» регионти обществăлла организаци ирттерет. Çак организаци çине чăвашсен Мускаври ентешлĕхĕ те çирĕппĕн тайăнса ĕçлет.

Çамрăксен патриотла воспитанийĕ, вĕсен кăмăл-сипечĕ – çак ыйтусене офицерсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш хĕрĕсемпе каччисем паянхи çăмăл мар пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем. Çавăнпа та офицерсемпе ирттернĕ тĕл пулусем яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни тĕл пулу хăйне май хăюлăх урокĕ пек иртет. Пурнăçра темĕн те курма, чăтса ирттерме тÿр килнĕ офицерсен кадетсене каласа памалли те, вĕрентмелли те чылай.

Смотр-конкурсра теорипе практикăна хаклама май паракан чылай конкурс пулчĕ. Муркаш лицейĕн кадечĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç – виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.

С. Рожкова,

лицей вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика