Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕ пĕччен мар

08 октября 2011 г.

Çĕр ĕçченĕ пĕччен мар

Муркаш районĕ ял хуçалăх ĕçĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавна май çак отрасль пирки тăтăш калаçни, тĕрлĕ ыйтăва хускатни вырăнлă та. Çĕр ĕçĕ вăл нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулман, патшалăхăн хушма пулăшăвĕсĕр хуçалăх малалла каясси вара иккĕленÿллĕ. Пĕрлĕхре – вăй текен каларăш кунта чăна килни яр уççăн палăрать.

Эпĕ ял хуçалăх отраслĕ районта тата уйрăм хуçалăхра еплерех аталаннипе паллашма Муркаш район пуçлăхĕпе, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕпе, Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçипе И.В. Николаевпа калаçу ирттертĕм, хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатма ыйтрăм.

– Игорь Васильевич, хальхи тапхăрта районти ял хуçалăх отраслĕ мĕнлерех аталанать, çĕр ĕçченĕ хăйне пĕчченлĕхре туймасть-и;

– Çĕр ĕçченĕ паянхи тапхăрта пĕчченлĕхре мар. Пирĕн Президент Михаил Васильевич хăй пурнăçне çĕр ĕçĕпе тачă çыхăнтарнăран, Раççей шайĕнчи ответлă ĕçченсем те ял хуçалăх лару-тăрăвне аван туйнăран эпир халĕ курăмлă пулăшу туятпăр.

Çапла вара иртнĕ çул района патшалăхăн тĕрлĕ бюджечĕсенчен пĕтĕмпе 140 миллион та 788 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Вăл шутран федераллă бюджетран 56 миллион та 707 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 84 миллион та 81 пин тенкĕ. Вăл шутран агропромышленноç комплексне пулăшма тата аталантарма – 126 миллион та 152 пин тенкĕ.

Паха вăрлăхран кăна пысăк тухăç илме пулать. Çавна май районти хуçалăхсем кирлĕ чухлĕ элитăллă вăрлăх туянма пултарччăр тесе патшалăх 15 миллион та 282 пин тенкĕ уйăрнă. Çанталăк тĕрĕс-левне кура ял хуçалăх культурисене страхлани те питĕ вырăнлă, çак тĕллевпе района 11 миллион та 712 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Ял хуçалăх культурисем тĕлĕшпе тĕрлĕ мелиораци ĕçне пурнăçлама 10 миллион та 174 пин тенкĕ уйăрнă.

Иртнĕ çулхи çанталăк уйрăмах çĕр ĕçченĕшĕн йывăр пулчĕ, çапах та Раççей тата Чăваш Ен Правительствисем шайĕнче вăхăтра тĕллевлĕ хушма пулăшу уйăрнипе саланса каймарăмăр, выльăх йышне упраса хăварма пултартăмăр – ку вăл патшалăх пирĕн ума лартнă тĕп задача. Типĕ çанталăка пула пĕтнĕ культурăсемшĕн саплаштарма 30 миллион та 026 пин тенкĕ района килчĕ. Çанталăк условийĕсене кура выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăлама май килмерĕ, ытти регионтан турттарма тиврĕ, ăна валли 23 миллион та 895 пин тенкĕ пулăшу укçи уйăрчĕç.

Çав йывăрлăха кăçал та лекес мар тесе Михаил Васильевич мĕн шăтнине, ÿснине йăлтах пуçтарса тирпейлеме, кирлĕ чухлĕ кăна мар, саппаслăх та янтăлама чĕнсе каларĕ. Çакна эпир пурнăçларăмăр.

Çакăнта патшалăх пурнăçланă халиччен пулман тепĕр ырă утăма та палăртса хăварас килет. Енчен те патшалăх субсиди уйăрман пулсан, иртнĕ çул хушма хуçалăх тытакансемшĕн те выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси тата вĕсен йышне упрасси ытла та йывăра килетчĕ. Çапла вара ял çыннисем те пулăшăва туйрĕç.

Выльăх-чĕрлĕх усрани «чĕрĕ» укçа тума май парать, кунта вара ăратлăх çине пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Унсăрăн хамăр куллен пурнăçлакан ĕç харама кăна каять. Выльăх-чĕрлĕх ăратне тытса тăма района 6 миллион та 961 пин тенкĕ, ăратлă вăкăр вăрлăхĕ туянма 298 пин тенкĕ, ăратлă çамрăк выльăх туянма 828 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Сĕт туса илессине чакарман, ĕне йышне сыхласа хăварнă хуçалăхсем валли 6 миллион та 283 пин тенкĕ укçа куçарнă.

Районти чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăх çĕнĕ технологие вăя кĕртнипе республика шайĕнче малти вырăнсене йышăнать. Ăрат çĕнетес тĕллевпе чăх-чĕп, çăмарта туянма 688 пин тенкĕ укçа куçарса панă.

Паянхи пурнăç çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене вăя кĕртме ыйтать, машинăпа техника паркне çĕнетесси те мала тухать. Çавна май хуçалăхсем ку тĕлĕшпе 57 миллион тенкĕне яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă, çăмăллатнă кредитсем илнĕ, ку енĕпе патшалăх 30 миллион та 174 пин тенкĕ саплаштарнă. Çавăн пекех хуçалăхсем кăçал тепĕр çĕнĕлĕхпе усă курма пултарчĕç: Чĕмпĕр хулинчен йÿнĕрех хакпа сĕрмелли-çунтармалли материал кÿрсе килчĕç.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула чылай регионта, вăл шутра пирĕн тăрăхра та, çум курăк ешерекен пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр лаптăкĕсем самайланчĕç. Çак ыйтăва вăхăтра Раççей тата Чăваш Правительствисен шайне çĕклерĕç, ятарлă хушу кăларчĕç. Çапла вара районта та ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме пуçларăмăр. Кăçал 841 гектар çинче агротехника ĕçĕсем, 650 гектар çинче ака ĕçĕсем туса ирттернĕ, малашне те çак ĕçпе çине тăрса тимлĕпĕр, çĕр-анне пире тăрантаракан пулнине манмăпăр.

Кăçалхи сакăр уйăхра ял хуçалăх ĕçне аталантарма патшалăх района 60 миллион та 456 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Вăл шутран выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пĕтĕ-мĕшле 21 миллион та 22 пин тенкĕ, ял хуçалăх тĕрлĕ культури валли 7 миллион та 343 пин тенкĕ килнĕ, ытти пайĕ – ку тĕлĕшри тĕрлĕ ĕç-хĕл валли.

– Çанталăк условийĕ çĕр ĕçченне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслет: е виçесĕр типĕ, е тăтăш çумăр. Çав хушăра вара уй-хир ĕçченĕн мĕн акни-лартнине пуçтарса кĕлете хывма тăрăшмалла. Ял хуçалăх культурин паянхи тухăçĕ çĕр ĕçченне савăнтарать-и;

– Кашни çĕр ĕçченĕ пĕр тĕллевпе тимлет. Оперативлă кăтарту çирĕплетнĕ тăрăх паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсем 14 пин те 446 гектар çинчен 36 пин тонна (бункер виçипе) тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕр гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 25 центнерпа танлашать. Чи пысăк кăтарту Ильич ячĕпе хисепленекен (32,8 ц), «Ударник» (31,7 ц), Суворов яч. хис. хуçалăхсенче (29,1 ц).

Çĕр ĕçченĕ халĕ çанталăк условийĕсене кура «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче тимлет. Ку таранччен 600 гектар çинчен 70 пин те 500 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ, çакă пĕтĕмĕшле лаптăкăн 47 проценчĕ пулать. Пĕр гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 125 центнерпа танлашать. Хальлĕхе çак ĕç çăмăллăнах пымасть пулин те мĕн лартнине пуçтарса илессе шанатпăр.

– Эсир ертсе тата тытса пыракан ĕç-хĕл анлă пĕлтерĕшлĕ. Хăвăр çуралса ÿснĕ тăрăхра эсир, кунти ĕçченсем шаннине кура, вунă çул ытла хуçалăх тилхепине тытса пыратăр, район шайĕнче сирĕн хуçалăх кăтартăвĕ япăххисен шутĕнче мар. Эсир ĕçе кÿлĕннĕ вăхăта тата паянхи тапхăра еплерех сăнлама пултаратăр;

– Кирек епле çыннăн та хăй тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçламалла: уй-хир ĕçченĕ-и вăл е ертÿçĕ. Чи пĕлтерĕшли вара кашнин хăй хыççăн ырă йĕр хăварма тăрăшмалла.

Паллах, икĕ тапхăра сăнлама йывăр, мĕншĕн тесен эпĕ çак тивĕçе пурнăçличчен те тăван хуçалăхшăн тата тавралăхшăн ыттисем ырми-канми тăрăшнă. Паянхи пурнăç вара тăтăшах çĕнĕлĕхсен шыравĕнче пулма хистет. Пĕтĕмĕшле илсен тĕрлĕ программа ĕçленипе Уйкас Янасал ял тăрăхне çĕнĕ сăн-сăпат çапрĕ тесен йăнăшмастăп пулĕ. Пире ытларах Н.В. Никольский ячĕпе пĕлеççĕ. Ун тивлечĕпе чылай ырă ĕç пурнăçланчĕ, вĕрентÿпе кану центрĕ ĕçлени те пирĕншĕн çĕнĕлĕх. Халăх пурнăç условийĕ пур енлĕ ырă еннелле сулăнчĕ, кашни яла асфальт çул çитернĕ тата ытти те.

Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх юлашки тапхăрта хамăр ĕçченсем тăрăшнипе, патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ программа пурнăçланнипе самай çирĕпленчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен районта пирĕн хуçалăх малтисен ретĕнче пырать.

– Юлашки тапхăрта пурнăçланă хăш ĕç-хĕле эсир курăмлисен шутне кĕртетĕр тата вĕсен витĕмĕпе хуçалăх вырăнтан тапранчĕ теме пултаратăр;

– Халĕ ĕçлесси – малашлăх çинчен шухăшласси. Юлашки çулсенче пурнăçланă çак ĕçсене эпĕ курăмлисен шутне кĕртме пултаратăп. Районти хуçалăхсенчен маларах сахал тăкаклă, 500 пуçлă çĕнĕ йышши сысна ферми хута ятăмăр. Машинăпа трактор паркне тĕпрен улăштартăмăр, юлашки икĕ çулта 17 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туянтăмăр.

Хуçалăх халĕ пахалăхлă вăрлăх туса илес тата сутас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май тĕш тырă тупăшĕ пĕр гектартан 30 – 35 центнера çитрĕ. Тĕш тырă тасатмалли тата типĕтмелли комплекс хута ятăмăр. Çакăнтан пĕр талăкра çĕр тонна пахалăхлă тырă тухать.

Выльăх-чĕрлĕх йышне пĕр шайрах тытса тăма тăрăшатпăр. Çавна май иртнĕ çулхи тĕрлĕ чăрмава пăхмасăр выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварма тата аталантарма пултарнишĕн 2 миллион та 556 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне илтĕмĕр. Ферма-сарайсене тĕпрен çĕнетессипе, юсассипе тăтăшах ĕçлетпĕр. Акă çамрăк выльăхшăн йывăç вите вырăнлăрах пулнине шута илсе çĕр пуç тăмалăх çĕнĕ çурт çĕклерĕмĕр.

Юлашки çулсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула çамрăк специалистсем тата ытти ĕçченсем ял хуçалăхĕнче ытлах юласшăн мар. Çурт-йĕр çĕклесси çăмăллисен шутĕнче мар. Кунта вара патшалăхăн тĕллевлĕ программи питĕ вырăнлă. Хуçалăхра ĕçленĕ хушăра 15 çемье ытла çурт-йĕр тĕпрен çĕнетрĕ, каялла тавăрса памалла мар субсидие тивĕçрĕ. Хуçалăхра вăй хуракансен ĕç укçи калăпăшне, пысăках мар пулин те, ÿстерме тăрăшатпăр.

Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе йышăннă Указа пурнăçланă май хуçалăхра 175 гектар çум курăк пуснă çĕр сухаларăмăр, малашне ку ĕçе татах та анлăрах пурнăçлама палăртатпăр.

– Çапах та паянхи ертÿçĕне кăмăла çĕклекенни е пăшăрхантараканни ытларах;

– Пурнăç вĕсемсĕр иртмест пулĕ. Çапах та мана патшалăх шайĕнче ял хуçалăхне чылай енлĕ ырă витĕм кÿни савăнтарать. Çăмăллатнă тĕрлĕ кредит парасси, субсиди уйăрасси, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, минераллă удобрени туянасси тата ытти çăмăллăхсем вăйра тăни паянхи кун ял хуçалăхне аталанма май парать.

Çав хушăрах пăшăрхантараканни те пур. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, сĕрмелли-çунтармалли материалсен, электроэнерги хакĕсем ÿсни самай йывăрлăх кÿрет, хуçалăх, район аталанассинче ура хурать. Паллах çак ыйтăва çÿлти шайра татса пама май пулсан аванччĕ.

– Уяв умĕнхи калаçăва ырă еннелле куçарсан вырăнлăрах пулĕ.

– Агропромышленность комплексне аталантарассишĕн мĕн пур вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă ĕçченсене тата тивĕçлĕ канăва тухнисене тав сăмахĕ калас килет. Ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ анлă пĕлтерĕшлĕ, кунта чылай отрасль пĕрлешет. Тĕллевĕ вара пурин те пĕрре – паян ĕнерхинчен тупăшлăрах, ыран паянхинчен ăнăçлăрах ĕçлесси, çапла майпа хамăр пурнăçа тухăçлăрах тăвасси.

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене ятран уйрăммăн асăнмăп, пурте май пур таран тăрăшса ĕçлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре тăрăшакансем аш-пăш, сĕт-çу тата ытти продукцие ытларах туса илессишĕн тимлеççĕ. Район экономикин аталанăвне хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе хушма хуçалăх тытакансем те пысăк тÿпе хываççĕ. Пуласлăх хамăр ачасенче тетпĕр. Вĕсем те аслисенчен кая мар тимлеççĕ, уй-хирте тăрăшаççĕ, тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Халĕ аслисемпе пĕрле «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче вăй хураççĕ.

Çĕр ĕçченĕ пĕрлехи тулли пÿлмешĕн, тулăх çăкăр-тăваршăн тимлет. Çак тĕллеве пурнăçлама вара унăн çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, вăрăм кун-çул пултăр.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика