Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесем хваттерлĕ пулаççĕ

08 октября 2011 г.

Çамрăк çемьесем хваттерлĕ пулаççĕ

2011–2015 çулсем валли йышăннă «Пурăнмалли çурт-йĕр» программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма районта 155 çамрăк çемье черетре тăрать. 2011 çулта 16 çамрăк çемье валли ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ уйăрса панă: 2398,319 пин тенкĕ федераллă бюджетран тата 4311,046 пин тенкĕ республика бюджетĕнчен, вырăнти бюджетран 1227,171 пин тенкĕ.

2011 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче хваттер туянма е харпăр хăйĕн уйрăм çуртне тума татах 7 çамрăк çемье социаллă тÿлев илме свидетельствăсене тивĕçрĕ. Кусем вĕсем Сергей Анатольевич Чаплин (çемьере 4 çын), Валентина Ивановна Михайлова (4 çын), Станислав Вячеславович Лукин (4 çын), Сергей Николаевич Смирнов (4 çын), Сергей Алексеевич Иванов (3 çын), Александр Юрьевич Егоров (4 çын), Мальвина Витальевна Архипова (2 çын).

Çамрăк çемье представителĕсене свидетельствăсене савăнăçлă лару-тăрура Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Александрович Иванов пачĕ. Вăл çавна палăртрĕ. Çын тивĕçлĕ пурăнать, ĕçре ÿсĕмсем тăвать пулсан ăна патшалăх та пулăшусăр хăвармасть. Çамрăксене вăл ăнăçу та телей сунчĕ. Хăйне май çамрăксем район администрацийĕн пуçлăхне çĕнĕ пÿрт ĕçкине йыхравлама пулчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика