Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчари юрату сукмакĕ

08 октября 2011 г.

Пахчари юрату сукмакĕ

Çулсем иртнине пăхмасăрах тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, шурă çÿçлĕ Иван Тихонович Тихонов мана урамра кĕтсе илчĕ. Иртнĕ кунсенче 70 çул тултарчĕ пулин те ĕç пурнăçне çĕр ĕçне халалланă арçыннăн сăн-питĕнчен йăл-кулă каймасть. Сывлăх сунса виçĕ сăмах калаçма ĕлкĕричченех хресчен чунлĕскер мана хăйсен кил хуçалăхне виçĕ енчен хупăрлакан Сурăм юхан шывĕн илемĕпе паллашма йыхравларĕ. Ман шутпа питĕнчи савăнăç кулли унăн ĕç пурнăçĕ ăннине çирĕплетет çеç. Тавах куншăн.

Тараватлă ĕçĕшĕн пĕрре мар Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕпе йăмрасен сулхăнĕпе иртнĕ май унăн ачалăхĕ, килти хушма хуçалăх аталанăвĕ, çемье пурнăçĕ, çĕр ĕç культури çинчен сăмах пуçарса ятăмăр. Çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă И. Тихоновăн кунта кашни ыйту çинех тулли хурав пур.

– Манăн кукаçие 2 гектар сад тытнăшăн (унта çырла тĕммисемсĕр пуçне 750 улмуççи пулнă) 1921 çулта персе вĕлернĕ. Тепĕр 10 çултан тĕппипех раскулачить тунă. Асаттен çĕр ĕç юратăвĕ мана куçнă пулас, – пахчари улмуççисемпе чечексен йăранĕсем çине пăхса илчĕ манăн аслă юлташăм.

Иван Тихонович хăй агроном çулне суйласа илнине те шăпа суйлавĕ тет. 1959 çулта шкул пĕтернĕ темиçе çамрăкпа пĕрле вăл та Казахстана ĕçлеме тухса каять. Çурçĕр Казахстанра 1 çул анлă профильлĕ механизатора вĕренет. Хыççăн уçман çĕрсенче трактор штурвалĕ умĕнче ака-суха ирттерсе çĕр ĕçне хăнăхать. Техникăпа туслашни Ивана салтакра та кирлĕ пулса тухать. Çавăнпах вăл хăйĕн малашнехи пурнăçне те инженерта курма пуçлать. Ку специальноçе алла илме салтакрах малтанхи экзамен тытать. Ăна вĕренме кĕме яраççĕ. Ял хуçалăх институтне çитсен вара инженерсен конкурсĕ пысăкрах (пĕр вырăна 7 çын) пулни-ши е экзамен тытаймасан каялла салтака кайма шиклентернĕрен-ши, Иван Тихонов кĕçĕн лейтенант агроном специальноçне суйласа илет (кунта пĕр вырăна 4 çын пулнă).

– Çапла агроном пулса тăтăм та çĕр ĕçне чунпа юратса пăрахрăм. Панклири «Ленинец» колхозра 1969 çулта агрономра ĕçлеме пуçларăм та 2001 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕччен çак ĕçре вăй хутăм, – аса илчĕ Иван Тихонович ĕçпе кушăрханă аллисемпе шурă çÿçне шăлса якатса çак хушăра хăй мĕнле ответлă ĕçсенче тимленине.

Мăшăрĕпе Мария Кузьминичнăпа (вăл вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă) Иван Тихонович 2 ывăлпа 2 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăйĕн ĕç ĕмĕрĕнче яланах унпа юнашар пулнă П. Давыдов, А. Кузьмин, Г. Афанасьев, Л. Никитин, И. Шивирев, В. Ананьев, Р. Васильева, С. Максимова, Л. Тимофеева, Т. Петрова ĕçтешĕсене палăртнă чух ĕç ветеранĕ 1976 çулта хамăр ентеш, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Е. Васильева сĕннипе çĕр улми вăрлăхĕ туса илекен лабораторие ĕçлеттерме пуçланине те сиктерсе хăвармарĕ. Хуçалăхра уншăн явапли те унăн мăшăрĕ Мария Кузьминична пулнăччĕ-çке.

Ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне «Ударник» совхоз аталанăвне хывнăран килти хушма хуçалăхри ĕçсене амăшĕпе мăшăрĕ тата ачисем туса пынине те пытармарĕ ветеран. «Манран сĕнÿ ыйтатчĕç те эпĕ йĕркелеттĕм», – терĕ кунта И. Тихонов.

Çемйипех çĕр ĕçĕнчен катара тăман аслă юлташăмăн пахчинчен паян тухас та килмест. Виноград хупласа илнĕ калаçса лармалли вырăн (сăн ÿкерчĕкре), пахчари дача çуртне илсе каякан юрату сукмакĕ, пысăк пуçлă купăста йăранĕ, хĕвел питтине вырнаçтарнă вĕллесем... Çак тĕлте манăн И. Тихоновăн теплицисем çинче чарăнса тăрас килет. 4х9 метр калăпăшлă, кантăкран ăсталанă пĕрремĕш теплица пахчара 1975 çулта çĕкленсе ларнă. «Тăпра кивелет теççĕ. Йĕркеллĕ пăхса тăрсан вăл хăйĕн пулăхлăхне чакармасть», – терĕ пахчаçă мана теплицăна кĕрсе пăхма сĕнсе. Теплица уссине курнăскер тивĕçлĕ канăва тухсан хăйĕн конструкцийĕпе поликарбонатран тепĕр теплица ăсталаса ĕçлеттерме пуçланă.

Пахчаран тухнă май çĕр улми ани патĕнчен иртрĕмĕр. «Иккĕмĕш çăкăрăн» 8 тĕслĕ сорчĕ вырăн тупнă И. Тихонов пахчинче. «Скарб», «адретта», «трезор», «благит», «дубрава», «лилея», «бриз», «любава» – кашнин пиркиех пахчаçă-агроном ырласа калаçать.

...Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Тури Панклире пурăнакан Иван Тихонович Тихоновăн килти хушма хуçалăхĕнчен хĕвел анăçалла сулăнсан тин тухрăм. Кĕрхи ăшă çилпе йăмрасем кăмăллăн кашлатчĕç. Вĕсен пăшăлтатăвĕнче йывăçсем тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакана тав тунине илтрĕм. «Ырă ĕç ырăпа таврăнать», – тенине шута илсе ишĕлÿрен катара тăракан çырма-çатра илемĕпе киленсе автобус чарăнăвĕ еннелле утрăм. Тараватлă ĕçĕшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» тата «Тава тивĕçлĕ ĕçшĕн» медальсене тивĕçнĕскер эпĕ ялтан тухса кайичченех кил умĕнчи йăмрасен хÿттинче тăрса юлчĕ...

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика