08 октября 2011 г.
Саккунлă чикĕсем
РФ Экономика аталанăвĕн министерстви çĕр участокĕсене çĕр пайĕпе уйăрса панă чух чикĕлев ыйтăвĕсемпе пăхнă требованисем çинчен хушу хатĕрленĕ.
Хушăва Юстици министерствинче регистрациленĕ те. Вăл ĕçлеме пуçларĕ.
Асăннă хушу иртнĕ çулла çĕр пайĕсен шучĕпе çĕр участокĕсем уйăрса парассине йĕркелеме йышăннă саккун валли нормативлă акт пулать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене массăллă приватизацилесси ку таранччен çĕр-шывра васкавлă процедурăпа пулса иртрĕ. Çавна пула çĕр хуçисен вăхăтра татса паман ыйтусем те нумай. Унчченхи çулсенче колхоз-совхоз харпăрлăхĕнче шутланнă çĕрсене приватизаци тапхăрĕнче ял çыннисене çĕр участокĕсен шучĕпе мар, çĕр участокĕсен пайĕсем тесе пайласа пачĕç. Апла калани вăл е ку вырăнта миçе гектар пай çĕрĕ пулнине çеç палăртать. Çапла вара ял çыннисем нумай чухне «абстрактлă» çĕр хуçисем пулса тăчĕç. Çав çĕрсене чăнах харпăрлăха куçарасси питех те чăрмавлă пулса тухрĕ. Вăл пайсене пысăк компанисем пĕчĕк хакпах туянса кайни те практикăра пĕрре мар тĕл пулчĕ.
Çĕр пайĕсем тĕлĕшпе хресченсем сутлашасси нумайланчĕ. Унăн сăлтавĕ – пайсем уйăрассипе ирттернĕ пĕрлехи пухусенче çав çĕр чиккисене тĕп-тĕрĕс кăтартманни. Çав карттăсем никама та хÿтĕлеменни – паянхи чăнлăх. Практикăра çĕр участокĕсене пĕр çĕрте «ÿкернĕ» те тепĕр çĕрте уйăрса панă тĕслĕхсем пулчĕç. Çĕр пайĕ ыйтакан çын вырăнти хаçатра уйăрса паракан çĕр участокĕн вырăнне те тĕп-тĕрĕс кăтартмасăрах панă. Çакнашкал ахăрсаманара çĕрпе ĕçлессинче «пысăк бизнес» вăй илчĕ.
Çĕнĕ саккун маларах асăннă процедурăна уçăмлатрĕ. Кунти «выляв» йĕркине ура хучĕ. Хушура çĕр пайĕсене чикĕлессипе çирĕп йĕрке пур. Унпа килĕшÿллĕн уйăрса паракан çĕр пайĕн участокĕ ăçтарах вырнаçнине кашни çыннăн маларахах тĕп тĕрĕс пĕлмелле.
Елена КУКОЛ,
çĕр виçес ĕç
инженерĕ.