Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сад ĕрчетекенсен ыранхи кунĕ

08 октября 2011 г.

Сад ĕрчетекенсен ыранхи кунĕ

Официаллă кăтартусемпе Раççей Федерацийĕнче паян 60 миллион çынна яхăн килти хушма хуçалăх тытать. Вĕсем тата сад участокĕсемлĕ граждансем çĕр-шыври ял хуçалăх продукцийĕн 50 ытла процентне туса илеççĕ.

Килти хушма хуçалăхсенчи тата сад участокĕсенчи çĕр лаптăкĕсем çинче хресчен ĕçне парăннисен производство кăтартăвĕ пĕтĕм çĕр улмин 80 проценчĕпе, сĕтĕн 50 проценчĕпе, аш-какайăн 40 проценчĕпе танлашать. Çак пуянлăха Раççей пасарĕсемпе хуласенчи сентресем çине туллин кăларассипе ĕçсем вăй илсе пыраççĕ. Мĕншĕн тесен Раççей хальлĕхе нумай продукцие çĕр-шыва чикĕ леш енчен илсе кĕртет.

«Эпир паян кунчченех çĕр улмине Египетран, кишĕре Чилирен илсе килетпĕр. Ку пире чыс тумасть. Пирĕн хамăр пахчаçăсене, сад тытакансене пасарсемпе хуласенчи суту-илÿ учрежденийĕсене тухма çул уçса памалла», – терĕ дачниксен малашлăхĕпе кăсăкланса ирттернĕ пресс-конференцире Раççейри сад тытакансен союзĕн председателĕ тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Олег Валенчук. Ун шучĕпе çивĕч ыйту пахчаçăсене ытлашши продукципе хуласене кĕртменнипе тата автоçулсем хĕррипе сутма чарнипе кăна тухса тăмасть. Тĕп çитменлĕх вăл – килти хушма хуçалăхсене аталантарма патшалăх пулăшăвĕ çукки е çителĕксĕрри.

– Владимир Путин «Сад тытакан – Раççей тĕкки» проекта ырлани Ял хуçалăх министерстви урлă вырăнсене тĕллевлĕ укçа-тенкĕ яма пулăшрĕ, – савăнăçне пытармарĕ Олег Валенчук.

Асăннă «тĕллевлĕ укçа-тенкĕ» 2011 çулта 200 миллион тенкĕпе танлашнă. «Çитес çул валли ку суммăна палăртман-ха», – терĕ çавăнтах РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Шамиль Вахитов. Унăн сăмахĕнчен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма Ял хуçалăх министерствинче регионсенче хатĕрленĕ экономика пĕлтерĕшлĕ программăсене хÿтĕлемелле пулнă. Кунта Федерацири 10 субъект çеç çаврăнăçуллă пулнă. Вĕсем: Липецк, Ленинград, Чĕмпĕр, Томск, Новосибирск облаçĕсемпе Тутарстан Республики, Буряти, Хакаси тата Алтайпа Краснодар крайĕсем.

«Вĕсен проекчĕсемпе уйăракан укçа-тенкĕ сад пĕрлешĕвĕсене тирпей-илем кĕртме, инфраструктурăна лайăхлатма кайĕ», – пĕлтерчĕ Шамиль Вахитов.

«Сад тытакансене ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе танлаштарсан вĕсен те тарифсемшĕн ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем пек тÿлемелле. Ку вăл пуссем. Çав вăхăтрах сад тытакансем хăйсене ял халăхĕ пек курасшăн. Вĕсем патне почта та пытăр, кирлĕ чух васкавлă пулăшу та çиттĕр. Ку вара тарифсем ÿсесси патне илсе çитерет. Çавăнпа та сад тытакансене паян ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе е ял çыннисемпе танлаштарасси – умра тăракан ыйту», – каларĕ Раççейри сад тытакансен союзĕн ертÿçи Иван Юдинцев.

Пĕтĕмлетсе каласан сад ĕрчетекенсен статусĕпе тата вĕсене çитес çул валли бюджетран пулăшу пăхса хăварассипе хальлĕхе татăклă хурав çук-ха.

А. УЗБЕКОВА.

«Российская газета».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика