08 октября 2011 г.
Çамрăк çемьесене пулăшаççĕ
Тунти кун ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев «Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Халĕ кашни çамрăк çемьен, вĕсем экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче тата бюджет сферинче ĕçлеççĕ пулсан, хăйĕн çуртне тума тата хваттер туянма пулать.
Çамрăк çемьесем Раççей Перекет банкĕн кредичĕпе (çулталăкне 5,5–7 процент тÿлемелле) усă курма пултараççĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев тата «Раççей Перекет Банкĕ» АУО Президенчĕ Герман Греф Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнипе çапла тума май килнĕ.
Указпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем ипотека кредитне çурт-йĕр туянма е тума ярсан кредит килĕшĕвне тунă кунран пуçласа 10 çул таранччен тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен саплаштарма (çулталăкне – 4 процент) палăртса хăварнă.
Указа пурнăçласа çитес 3 çулта 6500 мăшăр пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пултарать.