Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ытларах кулăр, савăнăр»

08 октября 2011 г.

«Ытларах кулăр, савăнăр»

Психика тĕлĕшпе сывлăхлă пулмасан паян пурнăç юхăмĕнчен «тухса ÿкме» те пулать. Хăвăрт пулса иртекен улшăнусене, çĕнĕрен те çĕнĕ пулăмсемпе япаласене психика тĕлĕшпе сывлăхлă çын çăмăллăн йышăнма пултарать. Паянхи калаçу шăпах çакăн тавра пулĕ те: редакци хăни – Муркашри тĕп больницăри психиатр врач Л.М. ИВАНОВА.

– Лариса Меркурьевна, психика çын аталанăвĕн хăш тапхăрĕнче никĕсленет;

– Психика сывлăхĕ ача пилĕк çула çитиччен никĕсленет. Çавăнпа та çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ача вăл хăйне уйрăм çын, çакна курма вĕренмелле. Ачан çемьере ÿссе аталанмалла. Юрату, хÿтлĕх пуррине, пĕр-пĕрне хисепленине (çав шутра ăна та) курса тăмалла унăн.

Пысăклансан вара кашни çыннăнах тĕрлĕ йывăр ыйтăва та хăйĕн татса пама вĕренмелле, пĕлмелле. Çакă никамран та пулăшу ыйтмасăр тенине пĕлтермест, специалистсенчен канаш ыйтма ÿркенмелле мар. Пурнăçăн унăн хăйĕн йĕркисем пур, психологи саккунĕсем те.

Пĕр тĕслĕх илсе кăтартăпăр. Çыннăн пурнăçне тахçанах кĕтнĕ савăнăçлă лару-тăру килсе çитет. Анчах та çак савăнăçпа «ачашланма», ăна ытларах тăсма шутламасть вăл. Çапла вара пурнăçри ырăлăх нумайлăх йĕр хăвармасть. Кăмăла пăсакан самантсене вара пачах хирĕçле йышăнать: кÿренÿсене нумайлăха асра тытать, тăтăшах çав япăх вăхăт пирки шутлать. Çапла пурнăçа тĕрĕс мар йышăнса чирлесси патне те çитме пулать. Тĕрĕссипе вара савăнăçпа ытларах киленсе пурăнмалла, япăххине тÿрех манма тăрăшмалла.

– Психика енчен сывлăхлă пулас тесен канăва мĕнле йĕркелемелле;

– Туллин тата пĕтĕм кăмăлтан канмалла. Шел те, нумайăшĕ канăва йĕркелеме пĕлмест, тăрăшмасть те. Пушă вăхăта та усăллă канса ирттермелле. Пирĕн хамăрăн пурнăçа ырă самантсем кĕртме тăрăшмалла, çак самантсене хамăра валли туса пымалла. Атту килĕшмен ĕçрен ытларах «ĕçсĕр аптăрани» стресс патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та спортпа туслашмалла, çут çанталăкпа çывăх пулмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла тата хамăрăн туйăмсене контрольлесе те тăмалла.

Тата тепĕр паха ен пулмалла çынра – хăйĕн вăйне тата хăйне ĕненни. Çакă шăпах йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать те.

– Кашни кун хамăра лайăх кăмăл парнелес тесен ир мĕнрен пуçланмалла;

– Ытларах кулăр тата савăнăр. Ирпе вăрансан чи малтан тумалли «ĕç» – кулса илмелле. Кулнă чух хусканакан мышцăсем ĕçленипе пуç миминче лайăх реакци пулать. Çапла сирĕн кăмăл та хăпарать.

Тепĕр чух хăвăра япăх туятăр пулсан та телейлĕ çын пек тытмалла. Çапла «выляни» те кăмăл-туйăма пусăрăнма памасть. Хул-çурăма та яланах тÿрĕ тытăр.

Оптимист пулмалла, хăвăра савăнăç парнелекен ĕçсем пурнăçламалла. Сиксе тухакан ыйтусене татса памалла, пĕр-пĕрин çине «тиесе пырса» вĕсене пухăнма памалла мар. Япăх лару-тăрура та кулса илме ан манăр, туйăмсен хуçи пулăр. Вара эсир сывлăхлă та ăнăçуллă çын пулатăрах.

Н. Николаева калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика