08 октября 2011 г.
Регистрациленĕ вырăнта сасăлани пĕлтерĕшлĕ
Кĕçнерни кун Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А. Цветков тата унăн çумĕ П. Куприн Муркашра ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕç.
Александр Цветков ирттернĕ ларăва Муркаш тата Элĕк районĕсенчи суйлав комиссийĕн членĕсем, политика партийĕсен вырăнти уйрăмĕсен членĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Районсенчи суйлав комиссийĕсем халĕ кандидатсем тăратассипе тата вĕсене регистрацилессипе ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне тата суйлавçăсен списокне йĕркелесси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакна валли суйлав комиссийĕсем тĕрлĕ органсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Тĕрĕс те тулли списоксем хатĕрпе пĕрех.
Ларура суйлав вăхăтĕнче сиксе тухма пултаракан пăтăрмахсем пирки те сăмах пулчĕ. Вĕсене асăрхаттарас тĕллевпе кашни суйлав пунктĕнчех полици сотрудникĕсем пулĕç. Республикăри хĕрÿ лини номерне те пĕлтерчĕç: 62-83-72.
Чăваш Ене открепительнăй удостоверенисем илсе килнĕ ĕнтĕ – 65 пин штук. Суйлавçăсемшĕн çакă, паллах, меллĕ. Анчах та, сăмахран, кунта илнĕ открепительнăй удостоверенипе Шупашкарта суйлава хутшăнса Муркашри пĕр мандатлă округпа тăратнă кандидатшăн е вырăнти депутатшăн сасăлама май пулмĕ. Çавăнпа та канмалли кун тăван киле килсе суйлава хутшăннине нимĕн те çитмест.
А. Цветков партисем суйлава тĕплĕн хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Апла суйлав активлă та интереслĕ иртмелле.
Н. Николаева.