Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çиччĕ илтиччен пĕрре кур»

05 октября 2011 г.

«Çиччĕ илтиччен пĕрре кур»

Çак кунсенче районти историпе краеведени музейĕнче Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалланă анлă мероприяти пулчĕ. Ĕç саманчĕ сенкер пÿлĕмрен пуçланчĕ. Кунта Ильинкăри вăтам шкулта истори предметне ертсе пыракан И.А. Каргинăн «Çĕр тата çынсем» пысăк калăпăшлă фотокуравĕ вырнаçнă. Мĕн ачаранах фотоаппаратпа туслашнăскер ку тĕлĕшри вăрттăнлăха аван пĕлет. Тăтăшах тĕрлĕ çул çÿревре, куравра пулнипе кăсăклă кашни саманта сăн ÿкерчĕке куçарать, кирек епле пулăма та ĕмĕр асра хăварать. Унăн ăсталăхĕпе шкул ачисем те, ыттисем те хаваспах паллашрĕç.

Пирĕн пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавна май тăтăшах çĕнĕ çул-йĕр шырама тата ăна вăя кĕртме тивет. Хальлĕхе районта туризм ыйтăвĕпе туллин ĕçлеймен пулин те çитес вăхăтра пурнăçламалли хăш-пĕр ĕçсене палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара тупăш илессипе туризм виççĕмĕш вырăн йышăнать. Туризм ĕçĕ тупăш кăна мар, чи малтан хамăр сывлăх, ĕмĕр асра юлмалли самант, анлă тавра курăм, йывăр шухăш-кăмăлтан хăтăлмалли мел тата ытти те.

Кашни çыннăн хăй несĕлне, тăрăхне аван пĕлмелле, çавна май вĕсемпе ыттисене паллаштарма пултармалла. Ку енĕпе вара пирĕн, Муркаш районĕн, хăпартланмалли тата килен-каякана каласа кăтартмалли, тĕпчемелли сахал мар. Район территорийĕ Атăл юхан шывĕн çÿллĕ сылтăм енче вырнаçни хăйне май илемлĕ тата туристсемшĕн илĕртÿллĕ. Çакă тата ытти ыйтусем тавра «Развитие туристических маршрутов в Моргаушском районе» темăпа çавра сĕтел калаçăвĕ пулчĕ. Ăна культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

– Пирĕн районта турист похочĕсемпе экскурсисем ирттерме, çавăн пекех туризм бизнесне йĕркелеме пур условисем те çителĕклĕ. Апла пулсан малашне ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелле, çамрăк ăрăвăн пуçаруллăрах пулмалла. Муркаш енĕн истори аваллăхĕ те пуян, тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ аваллăх палăкĕсем, монументсем, чиркÿсемпе музейсем сахал мар, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.

Район территорине кура виçĕ лаптăка уйăрнă. Вĕсенчен кашниех хăйне май илĕртÿллĕ. Юлашки вăхăтра Ильинкăпа Сĕнтĕр лаптăкĕ туристсене, археологсене ытларах та илĕртет. Ку тăрăхра Б.И. Гузовский музейĕ вырнаçнă, унта чăвашсен чи аслă юманĕ хÿтлĕх тупнă. Чылай малтан вара металл шăратмалли çичĕ кăмака е тата комплекс, хула ту пулнă.

– Пирĕнпе республика тата унăн тулашĕнчи тĕрлĕ интереслĕ çынсем кăсăкланни, хамăр аваллăх вăрттăнлăхне çĕклени хăпартлантарать. Ку зонăра археологи, геологи, палеонтологи объекчĕсем сахал мар. Акă пирĕн тăрăхра динозавр пуçĕн шăммине тупнă. Çакă вара пирĕн çынсемшĕн, паянхи пурнăçшăн хăйне майлă çĕнĕлĕх тата вăрттăнлăх, – терĕ Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.В. Перцев çавра сĕтел калаçăвне пухăннисене.

Районта туризм ĕç-хĕлне ытларах вăй кĕртесси, унпа тĕллевлĕрех ĕçлесси – пирĕн пĕрлехи малашнехи утăм. Çавна май ку енĕпе Муркаш районне тĕпе хурса В.Г. Кудряшов муниципаллă икĕ проект çырнă, иккĕшĕ те Чăваш Республикин шайĕнче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри «Развитие инфраструктуры сельского туризма на территории Моргаушского района Чувашской Республики» – «Лучший муниципальный проект» номинаци çĕнтерÿçи пулнă.

– Кирек кам та пĕрре курнине ĕмĕрлĕхе асра хăварать, çавăнпа та пĕр япала пирки çичĕ хут илтни пĕлтерĕшлех те мар. Эпĕ чылайранпа туризм ыйтăвĕпе тачă ĕçлетĕп. Ытти çĕр-шывсенче вара ку ыйтăва мала хураççĕ. Çак тĕллевпе эпир те çине тăрса вăй хурсан хамăра çÿллĕрех шая хăпартăпăр, – терĕ Виталий Геннадьевич Кудряшов туризм ĕçĕ-хĕлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмаллине палăртса.

Муркаш районне тăтăшах çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи ăсчахсем, тĕпчевçĕсем килсе кураççĕ, йăли-йĕркипе паллашаççĕ. Акă нумаях пулмасть Вена университечĕн профессорĕ пирĕн тăрăхпа кăсăкланчĕ. Çавăн пекех Турци, Япони тата ытти çĕр-шывсенчен килеççĕ пирĕн йăх-несĕлсемпе кăсăкланма.

– Муркаш районĕ – паллă тăрăх. Чылай тĕпчевçĕ, çыравçă, ытти паллă çынсем пирĕн тăрăхран тухнă, тĕнчипе палăрнă. Эпир ăсчахсемпе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулатпăр, çапах та Муркаш çĕрĕ пекки çук. Улăп тăприсем, хула тусем, ыттисем те сахал мар пирĕн, апла пулсан тĕпчемелли те, – терĕ Е.Е. Ерагин хамăр тăрăхпа хăпартланса, туризм ĕçне туллин ĕçлеттерни питĕ вырăнлă пуласса палăртса.

Çакăнта хутшăннă шкул ачисемшĕн кăсăкли кунта чылай пулчĕ. Вĕсем кунта илтнисĕр пуçне харпăр хăй куçĕпе «чĕрĕ кĕтес» те курчĕç. Музейăн пĕр пÿлĕмĕнче Ятман ялĕнчи Т.В. Малова уйрăм предпринимателĕн хăш-пĕр чĕр чунĕсем хÿтлĕх тупнă. Уйрăмах ачасем вĕсем патĕнчен хăпма пĕлмерĕç, халиччен курман тăватă ураллă туссем хăйсем патне илĕртрĕç. Вăл хăй хуçалăхĕнче цесаркка, декоративлă чăх, кролик, путене тата ытти халиччен курман-илтмен чылай тĕрлĕ чĕр чун усрать. Нумаях пулмасть Татьяна Викторовна ăратлă выльăхсен куравне хутшăнчĕ. Унта ăстаçă тăватă ылтăн, икĕ кĕмĕл медаль çĕнсе ыттисене тĕлĕнтерчĕ. Çавра сĕтеле хутшăнакансене вăл хăйĕн кăсăклă калаçăвĕпе татах та хăпартлантарса ячĕ. Ĕçлес, пурăнас текен çын валли чăнах та паян пур еннелле те çул уçă, патшалăх та ун йышшисене пулăшу алли тăсать.

Туризм – анлă пĕлте-рĕшлĕ ĕç-хĕл, вăл тĕрлĕ енлĕ пулать, вĕсенчен пĕри ял туризмĕ (сельский туризм) пире çывăхрах та пулĕ. Туристсене хапăл тума тата вĕсене вăхăтлăх чарăнма пур енлĕ меллĕ кĕтес кирлĕ. Хăна çурчĕ йĕркелесси вара Татьяна Викторовнăшăн ют мар, халĕ вăл ку енĕпе ытларах та тимлеме палăртать, кăмăл тăвакансене хăй патне чĕнет.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика