Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕрки – чи лайăххи

05 октября 2011 г.

Сывă пурнăç йĕрки – чи лайăххи

Муркаш тăрăхĕнче сумлă спорт ăмăртăвĕсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Г. Даниловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăрту.

Юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ çăмăрлă та ăмăр килчĕ. Апла пулин те Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çак кун спорт ăмăртăвĕ хаваслăн иртрĕ. Ачасем вун икĕ шкултан пухăнчĕç.

Владислав Григорьевич вĕренекенсене ăшшăн саламласа спорт юхăмĕпе çывăх пулнăшăн тав турĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. «Çирĕп сывлăхлă пулас тесен ачаранпах спортпа туслашмалла. Куллен тăрăшни, кун йĕркине çирĕп пăхăнни кăна ÿсĕм тума пулăшать. Спортри пĕчĕк çитĕнÿсем те хăйсем тĕллĕн килмеççĕ», – çапла сĕнÿсем пулчĕç унăн. Хисеплĕ врач хăй те ачаранпах физкультура урокĕсене юратса çÿренине, халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă В.П. Терентьев педагог спорта юратма вĕрентнине тата хавхалантарса тăнине те аса илчĕ.

Ачасене ăнăçлă стартпа финиш сунакансем татах та пулчĕç: район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин, Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.В. Колесникова, Тойкилтĕ шкулĕн директорĕ И.А. Сергеев тата ыттисем те.

Тойкилтĕ шкулĕ çывăхĕнчи асфальт çул çинче кăçалхипе ачасем виççĕмĕш хут старта тухрĕç. Чи пĕчĕккисен тупăшăвне сăнама интереслĕ пулчĕ. Мала тухас тесе питĕ хытă тăрăшрĕç вĕсем. Кашмашри Богдан Яриковпа Тойкилтĕри Георгий Петров хăвăртлăхпа палăрчĕç.

Малалла кашни ÿсĕмĕн хăйĕн старчĕ, хăйĕн финишĕ – 2001 çулта çуралнисенчен пуçласа 1994 çулта çуралнисем таранах. Арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче чи вăйлисем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Пĕтĕмĕшле кăтартупа вара кубока Калайкассинчи вăтам шкул команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Йÿçкассисем, виççĕмĕшĕнче – Çатракассинчи вăтам шкул команди.

Мала тухнă командăсем медальсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç, сертификатлă та пулчĕç. Чи кĕçĕннисем те парнесемсĕр юлмарĕç. Хăйĕн тăван шкулне В.Г. Данилов волейбол, баскетбол тата футбол мечĕкĕсем парнелерĕ (сăн ÿкерчĕкре). Спорт уявне тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн шкул директорĕ И.А. Сергеев спонсорсене те тав сăмахĕ каларĕ: «Ачасене хавхалантарас ĕçре пуçарулăх та пĕрле чухне вăйлăрах».

Ю. Евстафьева, вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика