05 октября 2011 г.
Паян та ĕçсĕр лармаççĕ
Раççей Федерацийĕнче Ватă çынсен кунне 20 çула яхăн ĕнтĕ çулленех чыслăн паллă тăваççĕ. Çĕр-шыв аталанăвне, предприятисемпе организацисен экономика тĕреклĕхне пысăк тÿпе хывнă ĕç ветеранĕсем çакна тивĕç те. Вĕсене сумлăн чысласси – паянхи çамрăксем умĕнче тăракан яваплăх. Пире тулли пурнăç туса панăшăн аслă çыннăмăрсем умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Çавăнпа пирĕн тав сăмахĕ те вĕçсĕр-хĕрсĕр.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат-çуртĕнче пурăнакансемпе кунта ĕçлекенсем те Ватă çынсен кунне сумлăн уявларĕç. Ватлăх çулĕсенче пирĕн патăмăрта канлĕх тупнă кашни ветеранах хăй вăхăтĕнче пирĕн хальхи пурнăçшăн вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕшĕн паян манăн чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Пурнăçра уявсем нумай. Анчах Ватă çынсене уйрăммăн чыслани пĕлтерĕшлĕрех, вырăнлăрах. Раççей Федерацийĕнче çакна малти вырăна кăларнăшăн эпĕ чунтан савăнатăп.
Чунĕпе çирĕп, кăмăлĕпе тĕреклĕ асатте-асаннешĕн ватлăх тени ыранхи куна шанса пăхмалла мар тенипе танлашмасть. Пачах урăхла, вĕсене çутă шанчăкпа пурăнтарасси, ыранхи куна ырă туйăмсемпе пăхтарасси – пирĕн паянхи ĕç. Çапла шутларĕç «Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат-çурчĕ» республикăри патшалăх учрежденийĕнче ĕçлекенсем. Шутларĕç те ĕмĕтсене ума кăларчĕç. Ватă çынсен кунне халалласа ирттернĕ тĕл пулу-уявра ĕçпе вăрçă ветеранĕсем паян та пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшли куç умне яр уççăн тухрĕ. Вĕсен маттурлăхĕпе сатурлăхĕ хăех уяв парни пулчĕ.
Интернат-çуртра пурăнакансен пурнăçне хăт, илем кĕртес тĕллевпе çак кун эпир хамăр патăмăрта пурăнакансем хушшинче шашкăлла выляссипе турнир ирттертĕмĕр. Шашка вăййипе туслисем активлă хутшăнчĕç унта. Кашни тĕл пулу пысăк хастарлăхпа иртрĕ. Спорт вăл çĕнте-рÿçĕсĕр пулмасть. Шашка турнирĕнче ăсталăхпа палăрнă Н.П. Павлов ветерана çитекенни пулмарĕ.
Шашистсем вăй виçнĕ вăхăтра алă ĕç ăстисен выставки ĕçлерĕ. Кунта тăратнă ĕçсем те вĕсене ватă çынсем мар, пуян пурнăç опычĕллĕ ĕçченсем пурнăçланине уççăн каларĕç. Тĕрленĕ тата çыхнă экспонатсем хушшинче интернатра пурăнаканнисенпе пĕрлех кунта ĕçлекенсен ĕçĕсем те нумай пулчĕç.
Епле уяв-ха вăл ташă-юрăсăр; Çак кун пире савăк кĕвĕ-çемĕпе «Янаш» ансамбль артисчĕсем савăнтарчĕç. Аслă юлташăмăрсем умĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев тухса калаçнине те ватăсем кăмăллăн итлерĕç. «Пире манса кайманшăн сире пысăк тав. Шухăшланă ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр» – терĕç вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйсен енче тата районта ватăсемпе епле ĕçлесе пыни пирки каласа парсан.
– Аслă ăру çыннисене тата вĕсен мухтавлă ĕçĕсене ялан асра тытассине эпир хамăрăн пĕрремĕш тивĕç тесе шутлатпăр. Вăл малашне те çаплах пулĕ, – терĕ ыйтусене хуравланă май Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев.
Аслисен ырă пуçарăвне шкул ачисем хаваслă ташă-юрăпа илем кĕртрĕç. Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕренекенсем – интернат-çуртăн тăтăш хăнисем. Ку хутĕнче те вĕсен концерт программи ватă çынсемшĕн пысăк парне вырăннех пулчĕ. Ачасен сăвви-юррине итлесе нумайăшĕ савăнăç куççулĕ кăларнине курсан ачасен тăрăшулăхĕ харама кайманни палăрчĕ.
Пирĕн патăмăрти ветерансем татах нумай çул таса-сывă пурăнасса эпир шанатпăр. Çакăншăн хамăртан мĕн килнине йăлтах тума шантаратпăр.
В. КРЮЧКОВА,
ĕçпе вăрçă вĕтеранĕсен Каршлăхри интернат-çурчĕн ĕçченĕ.