Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асрах-ха Муркаш тăрăхĕ»

05 октября 2011 г.

«Асрах-ха Муркаш тăрăхĕ»

Çулсем малаллах талпăнаççĕ пулин те самай хыçа юлнă самантсене аса илме пачах та чармаççĕ. Пурнăç тăршшĕпе мĕн чухлĕ хур кайăк карти каллĕ-маллĕ иртмен-ши, çав тапхăртине вара аса илмелли сахал мар. Савăнăçĕ те пулнă, чуна кÿрентерекен саманчĕ те аякранах иртмен пулĕ. Çапах та чунпа парăннă ĕçри тĕрлĕ самант ĕмĕр асра юлать иккен.

– Çĕр çине килнĕ кирек епле çыннăн та хăй хыççăн ырă ят хăварма, çынпа çын пек пулма, ыттисемшĕн ырă ят хăварма тăрăшмалла, – çапларах пуçларĕ калаçăва, хаваспах иртнĕ тапхăрпа паллаштарма кăмăл турĕ Владимир Федорович Григорьев. Çак каларăша ырă чунлă, пурнăç тути-масине самай астивнĕ çын кăна калама пултарать ĕнтĕ. Сакăр вунă çул тултарнă çыннăн çак сăмахсене калама сăлтавĕ те пур, ара кун-çул тăршшĕнче миçе çынна ура çине тăма пулăшман-ши, миçе сакăр вунă çынна ырă туман-ши; Пурне те, паллах, аса илме те майĕ çук. Анчах, питĕ шел, çамрăк çулсенчи лара-тăра пĕлми вăхăт пĕр самантра тенĕ пек хыçа юлать.

Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ, Муркаш халăхĕшĕн, Чăваш тăрăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Владимир Федорович Григорьев çак кунсенче сакăр вунă çул тултарчĕ. Çавна май ăна хамăр район ĕçченĕсен ячĕпе чунтан тухакан ăшă сăмахсемпе саламлас килет, пирĕн паянхи çутă пурнăçшăн ăна тав тăвас, малашне те çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет.

– Ĕмĕр сакки, чăнах та, питĕ сарлака иккен, çапах та ĕмĕр вăрăмах теме çук. Сиссе те юлаймарăм, çак вăхăта çитрĕм. Астăватăп-ха Кашмаш тăрăхĕнче пулнине, Панкли ялĕн уй-хирĕсенче утнине, хуçалăх ертÿçисемпе канашланине. Пурте пĕр тĕллевпе тăрăшнă, ватти-вĕтти уйра ĕçленĕ, тырă пучаххи пуçтарнă, – тесе аса илчĕ Владимир Федорович Муркаш районĕнче ĕçленĕ тапхăра.

Владимир Федоровича чылай вăхăт хушши Муркаш районĕнче ĕçлеме тÿр килнĕ. Коммунистсем ăна районти парти организацине ертсе пыма шаннă. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса вăл вунă çул тăрăшнă. Ун чухне 1969 – 1979 çулсем пулнă. Укçа-тенкĕ типтерлĕ тытас енĕпе те Муркашсем ырăпа палăрнă, вăл тапхăрсенче пĕр хуçалăх та патшалăх паракан кредит илмен. Хăйсем ĕçлесе тунă укçапах саплашăнса пурăннă. Муркашра ĕçленĕ çулсенче вăл ертсе пынипе районти специалистсемпе Францире пулнă, унти ĕç-хĕлпе паллашнă.

– Вăл вăхăта эпĕ пурнăçри чи телейлĕ вăхăтсем тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вăл тапхăрти ÿсĕм маншăн çĕкленÿллĕ пулнă. Çакна статистика кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. 1970 çулсенче район экономикин пур отраслĕ те аталанса, çирĕпленсе пыни паллăччĕ. Вăл çулсене ял хуçалăх вăй илнĕ тапхăр теме пулать. Астăватăр пулĕ П.П. Давыдов ертсе пыракан «Ударник» хуçалăха еплерех ырăпа асăнатчĕç. Ăна республика тулашĕнче те аван пĕлетчĕç. Çавăн пекех «Заветы Ильича», «Свобода», «Герой» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсен çитĕнĕвĕсене астăватăп-ха. Мана нумай çĕрте ĕçлеме тÿр килчĕ, çапах та Муркаш тăрăхне эпĕ ырăпа кăна пĕлетĕп, – аса илет хисеплĕ ветеран вăл вăхăтсене.

Ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне Владимир Федорович финанс енĕпе çыхăнтарнă. Тĕрлĕ районсенчи финанс пайĕсенче ĕçленĕ, тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă. Ăста ертÿçĕ тата специалист Мускавра иртнĕ Коммунистсен партийĕн 25 съездне хутшăнма тивĕç пулнă.

Çапах та пурнăç ыйтнине тĕпе хурса пĕлĕве ÿстерме шутлать, Ленинградри партин аслă шкулĕнче вĕренсе тухать. Ун хыççăн Шупашкар районĕнчи райĕçтăвком председателĕнче тăрăшать. Çÿллĕрен те çÿллĕ шая улăхать. 1991 çулта вара Чăваш АССРĕн ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулса тăрăшать. Тивĕçлĕ кану тапхăрĕ çитсен те çĕр ĕçченĕшĕнех тимлет, Чăваш Республикинчи хресчен (фермер) ассоциацийĕн ертÿçинче вăй хурать.

– Хăшĕ-пĕри паянхи пурнăçа хурлама тăрăшать, манăн çакăнпа килешес килмест. Районсенче халĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем еплерех капмаррăн курăнса лараççĕ. Ватă тата халсăр çынсене патшалăх кÿрентермест, вĕсене пулăшма тĕрлĕ программăсем пурнăçлать. Тĕрлĕ пособи вăхăтра тÿлеççĕ, шкул ачисем валли те условисем пур. Ялсенче пурăнакансем те хуларисем еннелле сулăнаççĕ. Хальхи çамрăксем патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр çĕклеме пултараççĕ. Пирĕн вăхăтра пÿрт лартма епле йывăр пулнă, – терĕ паянхи пурнăçа сăнланă май В.Ф. Григорьев.

Кирек епле ĕçре те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине вара шурă тутăрпа чĕркенĕ тĕрлĕ медальсем, икĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ тата ытти чылай Хисеп палли çирĕплетеççĕ. Вĕсене хисеплĕ мăшăр чи пысăк тупра вырăнне хурса упрать.

Ачалăх, çамрăклăх пирки куççульне кăлараймасăр аса илеймерĕ хисеплĕ ветеран. Вăл тапхăр вара çав вăхăтри чылай çыннăн пекех йывăр килнĕ. Вĕсем çемьере тăватă ача юлнă. Иккĕшĕ вара йывăр чирпе нушаланса харăсах çут тĕнчерен уйрăлнă. Вăл вăхăтри хăрушă чылай чир-чĕр алхасни нумайăшĕн кун-çулне хуçнă.

– Паянхи пек паха медицина пирки ĕмĕтленме те пултарайман вĕт ун чухне. Халĕ ав патшалăх еплерех пирĕншĕн пуриншĕн те тăрăшать, çĕнĕрен те çĕнĕ йышши технологие хута ярать. Кирлĕ пулсан медицина ĕçченĕсем киле килсе пулăшаççĕ, – терĕ калаçăва хутшăнса унăн мăшăрĕ Валентина Кирилловна паянхи медицина тивĕçлĕ шайра пулнине палăртса.

Хăй ĕç ĕмĕрне Валентина Кирилловна ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса ÿстерес ĕçе пилленĕ. Алă çул ытла шкулта тата садикра тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă.

Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Григорьевсен икĕ ачи те медицинăн аслă пĕлĕвне илнĕ, халĕ вĕсем – врачсем. Ашшĕ-амăш сывлăхĕшĕн куллен тимлеççĕ. Телейлĕ мăшăр вара кăçалхи июнь уйăхĕнче пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнине паллă турĕ. Пĕр-пĕрне сума сăвакан хисеплĕ ватăсем çур сăмахран пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, пĕри самантлăха калаçма чарăнсан тепри калаçăва малалла тăсать. Малашне те çапла пулинччĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика