Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта – çамрăк педагогсем

05 октября 2011 г.

Шкулта – çамрăк педагогсем

Чуманкассинчи вăтам шкул коллективĕ çулсерен çамрăкланса пырать. Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан виçĕ учитель сентябрĕн 1-мĕшĕнче кунта хăйсен ĕç биографине çырма тытăнчĕ. Наталия Валерьевна Аксендарова (сулахайри) хими урокĕсене ертсе пырать, Оксана Георгиевна Федотова вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, Анна Александровна Кириллова ачасене истори тата географи тĕнчипе паллаштарать.

Кăçал шкулта «Çамрăк педагог шкулĕ» ĕçлеме тытăнчĕ. Кунсăр пуçне вĕрентÿре пуян опыт пухнă учительсен ĕçĕ те куç умĕнчех. Апла çамрăк специалистсене професси вăрттăнлăхĕсене алла илсе пыма çăмăлрах пулĕ.

Шкулта вĕренекенсем вара паянхи уявпа кунта ĕçлекен пур учителе те, маларах ĕçленĕ педагогсене те ăшшăн саламлаççĕ. Çирĕп сывлăхпа такăр та вăрăм пурнăç çулĕ сунаççĕ. Учительсене тав сăмахĕ каласа вĕсене юратнине пĕлтереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика