05 октября 2011 г.
Ачасем хастар учительсене кăмăллаççĕ
Вĕрентÿ сферинчи лару-тăрупа çĕнĕлĕхсене сÿтсе явма, пултаруллисене чыслама паян Муркаша районти хастар учительсем уява пухăнчĕç. Эпир вара маларах район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне З.Ю. ДИПЛОМАТОВĂНА калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Шкулсенче кадрсен ыйтăвĕ тухса тăмасть-и; Учительсен ăсталăхĕ мĕнле шайра;
– Районти шкулсенче 355 учитель ĕçлет. Вĕсен ăсталăх шайне палăртса 270 педагог квалификаци категорине çирĕплетнĕ: аслă категорипе – 40 çын, 1 категорипе 168 çын, 2 категорипе 62 çын. Уйрăм педагогсен ĕçне Раççей шайĕнче те, республика шайĕнче те палăртнă. Çак шайсенчи наградăсене тивĕçнисем чылаййăн.
Паянхи куна учительсенчен 227-шĕн педагогика ĕç стажĕ çирĕм е ытларах çулпа танлашать. Стаж пиллĕк çултан сахалраххисем вара 18 кăна. Пиллĕк-вунă çул ĕçлекенсем пурĕ 21 çын, вунă-çирĕм çул ĕçлекеннисем 89 çын. Тивĕçлĕ канăва тухнă 23 учитель паян уроксем ертсе пыраççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ математика тата физика учителĕсем. Çавăнпа та кадрсен ыйтăвĕ пур. Хальхи вăхăтра акă информатика, ют çĕр-шыв чĕлхине вĕрентекен, физкультура, вырăс чĕлхи учителĕсем те кирлĕ.
– Учителĕн паян мĕнле пулмалла;
– Эпир çулсеренех ятарлă ыйтăм ирттеретпĕр. Ачасем акă ăс-тăн енчен вăйлă аталаннă, тĕрĕслĕхе шута хуракан, хутшăнусем тытса тăма пултаракан, ырă кăмăллă, творчествăлла ĕçлекен, конкуренцире мала тухма пултаракан хастар учительсене кăмăллаççĕ. Федераллă патшалăх вĕрентĕвĕн стандарчĕсенче те учитель çапла пулмаллине каланă. Кунсăр пуçне унта учителĕн паянхи пурнăçăн лару-тăрăвне ăнланмалла, решенисем хăвăрт йышăнма пĕлмелле, компьютерпа та çăмăллăнах ĕçлеме пултармалла.
– Учитель «портретне» палăртрăмăр. Унăн ĕç укçи тата мĕнлерех;
– Çулталăк пуçланнăранпа учительсен ĕç укçи хăпарчĕ. Июнь уйăхĕнче оклад 6,5 процент чухлĕ ÿсрĕ, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен хавхалантару пайĕ 14,7 процент хăпарчĕ. Октябрьте ĕç укçине татах та ÿстерме палăртнă. Педагогсен ĕç укçин вăтам кăтартăвĕ республикăри экономика сферинчи ĕç укçин вăтам кăтартăвĕпе шайлашăнса 13 пин те 900 тенкĕпе танлашать.
Учительсем ачасене тĕрлĕ олимпиада-конкурса хатĕрленипе пĕрлех хăйсем те конкурссене хутшăнаççĕ, грантсем çĕнсе илеççĕ. Ку та хушма пулăшу.
– Апла уяв кунĕнче хастаррисене ятран каласан та аван пулмалла.
– В.И. Тихонов (Йÿçкасси шкулĕ), В.И. Алексеева (Оринин), А.Ю. Герасимова (Турай), Г.В. Смирнов (Шатракасси), В.Г. Львов (Муркаш шкулĕ), И.В. Семенов (Мăн Сĕнтĕр), Е.К. Михайлова (Муркаш шкулĕ) вĕрентекен ачасем çулсеренех республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче мала тухаççĕ. Пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсенчи кăтарту та учителĕн ĕçне кăтартать. Вырăс чĕлхипе акă Л.Ю. Краснова, А.В. Филиппова, Л.А. Волкова (Муркаш шкулĕ), Нискасси шкулĕнчи М.В. Данилова, Оринин шкулĕнчи В.В. Калинина вĕрентекен классем кăтартăвĕсемпе республикăри вăтам кăтартуран та иртеççĕ. Математикăпа А.Д. Максимовăпа В.Г. Смирнова асăнмалла (Муркаш шкулĕ), Нискасси шкулĕнче ĕçлекен З.Н. Мигушовăна, Оринин шкулĕнчи Т.П. Алексеевăна, Чуманкасси шкулĕнчи О.Н. Ивановăна.
Тепĕр ен – учительсем хăйсем конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулни. Ку тĕлĕшпе Юнкăсене палăртас килет: Н.В. Шандимирова, И.Г. Илларионова, И.В. Киршева, Т.В. Ермакова. Вăрманкассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче тăрăшакан Г.Л. Пегасовăпа А.В. Корнеева та маттур. Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вăй хуракан Л.В. Ванюшкина, Чуманкасси шкулĕнче ĕçлекен В.Н. Николаева, Шурча шкулĕнчи Н.В. Борзаева, Калайкассинчи Т.А. Ершова, Л.А. Митрофанова хореограф пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Çакăн пеккисем нумайрах пулччăрччĕ.
Самантпа усă курса вара паян пур учителе те, ветеран педагогсене те уявпа саламлас килет. Иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул сунатăп. Çамрăк ăру шăпишĕн яваплăха туйса, професси ăсталăхне ÿстерсе ĕçлеме вăй-хăват çиттĕр. Хăвăр профессие яланах юратăр, сире вара çынсем хисеплеччĕр.
Н. Николаева.