01 октября 2011 г.
Илемлĕ юпа уйăхĕ
Халăх сăмахлăхĕнче юпа уйăхĕ пирки ытарлă каланисем нумай. Çут çанталăкăн çак тапхăрĕ – ылтăн кĕркуннепе хура кĕркунне тĕл пулнă вăхăт. Сивĕ кунсем ытларах пулаççĕ, тăм ÿкме тытăнать. Çулçă тăкăннă май çаралнă улмуççисемпе çырла тĕммисем çинче сыхланса юлнă сăтăрçăсене, çĕрсе кайнă çимĕçсене асăрхама çăмăл. Вĕсене паянах пуçтарса тĕп тумалла.
Ăста пахчаçăн паян сад-пахчаран кĕме вăхăт çук. Авăн уйăхĕнче тислĕк тăкма ĕлкĕреймен пулсан юпа уйăхĕнче те ăна тума эсир каях юлман-ха. Юр айне укроп, шпинат, редис, сухан, ыхра, кишĕр, сельдерей акса-лартса хăварма йăрансем хатĕрлемелле.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ. Йывăçсемпе тĕмĕсене типĕ туратсенчен касса иртме ăнăçсăр кун. Хăмла çырлине хĕл валли авса хумалла. Пахча çимĕçсене тăварлама тата консервлама меллĕ.
Юпа уйăхĕн 1–3-мĕшĕсем. Йывăçсемпе çырла тĕммисенчен типнĕ туратсене иртмелле. Нумай çул ÿсекен чечексене йывăç кĕрпипе, торфпа т. ыт. те хĕл валли витсе хумалла. Кăшлакан чĕр чунсем валли наркăмăш хурса тухмалла.
Юпа уйăхĕн 3–5-мĕшĕсем. Юр айĕнче хĕл каçмалли пахча çимĕçе тата хĕл сиввине чăтăмлă пĕр çул ÿсекен чечек вăррисене акмалла. Купăста йÿçĕтме меллĕ кунсем.
Юпа уйăхĕн 5–8-мĕшĕсем. Лартма юрăхсăр кунсем. Нумай çул ÿсекен чечексене хĕл каçма витмелле.
Юпа уйăхĕн 8–10-мĕшĕсем. Йывăçсемпе çырла тĕммисене пачах касса иртме юрамасть. Пÿлĕмри условисенче суханпа ыхра лартма юрать. Кăшлакан чĕр чунсем валли наркăмăш хурса тухмалла.
Юпа уйăхĕн 10–11-мĕшĕсем. Çĕр çырлине, чечексемпе декоративлă ÿсен-тăрана сивĕрен картламалла. Ăпăр-тапăра пуçтарса çунтармалла. Теплицăсене çуркунне валли хатĕрлемелле.
Юпа уйăхĕн 11–13-мĕшĕсем. Нимĕн те акма-лартма, касса иртме юрамасть. Уйăх тулнă вăхăт пулнăран халăх сăнавне шута илсе (тулли уйăхра йÿçĕтнĕ купăста çемçе пулать) купăста йÿçĕтмелле.
Юпа уйăхĕн 13–15-мĕшĕсем. Çĕр çырлине, чечексемпе декоративлă ÿсен-тăрана сивĕрен картламалла. Çуркунне петрушкăпа сельдерей симĕсле çиме акса хăвармалла.
Юпа уйăхĕн 15–18-мĕшĕсем. Пÿлĕмри чечексене шăварма тата апатлантарма мелсĕр кунсем. Сивех мар пулсан жимолость, крыжовник, хурлăхан тĕммисене касса иртни ытлашши пулмасть. Путвалсемпе нÿхрепсене упрама хунă çимĕçсене тĕрĕслемелле.
Юпа уйăхĕн 18–20-мĕшĕсем. Çамрăк йывăçсен тураттисене шпагатпа кĕлтене пухса çыхмалла. Чечексемпе декоративлă ÿсен-тăрана сивĕрен картламалла. Шурă пуçлă купăстана йÿçĕтмелле, пан улмипе грушăсене консервламалла тата типĕтмелле.
Юпа уйăхĕн 20–22-мĕшĕсем. Пахчара юлнă ÿсен-тăрана йăлтах пуçтарса кĕртмелле. Симĕсле çиме пÿлĕмре ыхра, сухан, ытти çимĕçсене лартмалла.
Юпа уйăхĕн 22–24-мĕшĕсем. Çĕр сивви 2–3 градуса çитме пултарать. Çавна май сивве тÿсĕмлĕ пĕр çул ÿсекен чечексене акма юрăхлă. Кая юлса пулакан купăстана касмалла. Палан консервлама пулать. Купăста йÿçĕтме меллĕ тапхăр.
Юпа уйăхĕн 24–25-мĕшĕсем. Сывлăш температури 5–8 градус сивĕ тăрать пулсан роза тĕммисене хĕл каçма витмелле.
Юпа уйăхĕн 25–27-мĕшĕсем. Çĕнĕ уйăх. Нимĕн те касма, куçарса лартма, лартма юрамасть.
Юпа уйăхĕн 27–28-мĕшĕсем. Пÿлĕмре кресс-салат, симĕсле çиме çулçăллă горчица акмалла. Пÿлĕмри чечексене лартма та, куçарса лартма та юрăхлă.
Юпа уйăхĕн 28–30-мĕшĕсем. Садри йывăçсемпе тĕмсене типнĕ туратсенчен иртмелле. Нумай çул ÿсекен чечексене хĕл каçма йывăç кĕрпипе, торфпа витме ан манăр.
Юпа уйăхĕн 30–31-мĕшĕсем. Пÿлĕмре апатра симĕсле усă курма ыхра, сухан лартсан ÿкĕнмелле пулмĕ. Купăста йÿçĕтме меллĕ кунсем.