Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăн çителĕклĕ пулĕ-и?

01 октября 2011 г.

Вырăн çителĕклĕ пулĕ-и?

Тĕрлĕ тавар туянма халăх пасара йышлă çÿрет. Кунта мĕн кирли йăлтах пур: апат-çимĕç, хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕ япала тата ытти те. Чăнах та пасар тавар туянаканшăн питĕ меллĕ темелле, хакĕ пирки те сутуçăпа калаçса татăлма пулать. Анчах çакăнта пĕр япала питĕ пăшăрхантарать. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, хушма хуçалăхра туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă продукцие хамăр куллен каллĕ-маллĕ утакан, хăшĕ-пĕри çавăнтах чĕлĕм тĕпĕ пăрахакан тата ытти енĕпе япăхтаракан çул çинчен туянма тивет. Унта тĕрлĕ çырла, пан улми, çăмарта, кăмпа тата ыттине сутаççĕ. Эпĕ ку ÿкерчĕке куллен курнипе, çынсен пăшăрханăвне тĕпе хунипе Муркаш пасарĕпе çыхăнтартăм.

Пирĕн Президент М.В. Игнатьев вара Чăваш Республикинче туса илнĕ продукцие халăх умне ытларах кăларма, унпа чылайрах суту-илÿ тума сĕнет. Апла пулсан мĕншĕн-ха пирĕн пасарта хамăр туса илнĕ апат-çимĕç валли сĕтелсем çителĕксĕр, тен вĕсен хакĕсем сутуçăсене тивĕçтермеççĕ; Çак ыйтусен хуравне тупма Муркаш пасарĕн ертÿçипе Евгений Николаевич Субботинпа калаçас терĕм.

– Пасара харпăр хăй хуçалăхĕнче туса илнĕ продукципе халăх ытларах тухни питĕ кăмăллă. Хамăр çĕр çинчи апат-çимĕç пысăк пахалăхлă, çавна май унпа нумайрах усă курма тăрăшмалла.

Чăнах та хамăр утакан çул çинче апат-çимĕç продукцийĕпе суту-илÿ туни пулкалать, ăна пирĕн çитменлĕх тейĕпĕр. Тĕрĕссипе вара «Калач» çăкăр лавкки çумĕнче апат-çимĕç сутма ятарлă виткĕчлĕ сĕтел уйăрнă. Хăшĕ-пĕри куллен сĕт-çу, аш-пăш тата хăш-пĕр продукта унта сутать, вĕсенчен туянма та кăмăллă. Хăш чухне вăл сĕтел çурма пушă та пулать. Паллах кашнинче кашни сутуçăна унта çавăтса илсе пыраймăн. Унсăр пуçне хыçалти ретсенче те апат-çимĕç сутма вырăнсем уйăрнă, анчах та унта сутуçăсем пыма хирĕç. Вĕсем çакăнта килменнине ăнланма пулать, хыçал еннелле халăх ытла çÿремест.

– Санитари нормипе килĕшÿллĕн пасар администрацийĕн сутуçăсене санитари тасалăхĕпе тивĕçтермелле. Картишĕнче çакна курма пулать-и;

– Ку енĕпе пирĕн яланах йĕркеллĕ пулнă, саккуна пăхăнса ĕçленĕ. Шалта апат-çимĕç сутнă çĕрте те, картишĕнче те сутуçăсене тасалăх енчен тивĕçтернĕ, алă çумалли ятарлă вырăн туса панă. Ку енĕпе пире тивĕçлĕ органсем тĕрĕслесех тăраççĕ.

– Хушма хуçалăхра туса илнĕ продукципе суту тăвакансен вырăн укçи пысăк пулни вĕсене çул айккинелле хăваламасть-и;

– Хушма хуçалăхра туса илнĕ продукци сутакансен вара вырăн укçи тĕлĕшпе пăшăрханма кирлĕ мар, вĕсенчен укçа илместпĕр. Килсе сутчăр, тавар туянаканшăн та, сутуçăшăн та меллĕ пултăр. Чи пĕлтерĕшли вара йĕркене, тасалăха пăхăнни пулмалла.

– «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ еннелле тухакан çул айккинчи сутуçăсем пирки мĕн калама пултаратăр;

– Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Н.И. Никитин ятарлă хушăвĕпе килĕшÿллĕн унта йывăç, калча сутма пысăках мар вырăн уйăрнă, суту-илÿ ирттерме ирĕк панă. Анчах та унта хăш чухне апат-çимĕç те суткалаççĕ. Апат-çимĕç витрине вара ятарлă ларкăч çине лартса сутассине саккун хирĕçлемест, анчах та хамăр утакан çул-йĕр çине хурса сутмалла мар. Паллах, ятарлă сĕтел çинчен туянни тĕрĕсрех ĕнтĕ.

Çитес вăхăтра пасарта хушма павильонсем тăвассипе тимлеме палăртнă, çавна май хăш-пĕр улшăну пулĕ.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика