Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Килĕшÿллĕ пурăннипе çуклăха туймарăмăр»

01 октября 2011 г.

«Килĕшÿллĕ пурăннипе çуклăха туймарăмăр»

 Екатерина Ивановнăпа Антон Архипович Архиповсем 36 пине яхăн çынлă районăмăрăн пĕр пайĕ кăна. Анчах пĕр пай пулсан та, çирĕп пай. Çапла калани – малаллахи сăмахăмăн никĕсĕ. Кунта сывă пурнăç йĕрки те, вăрăм пурнăç тилхепи те, тарăн тымарлă таса юрату та.

Ятман ялĕнче пурăнакан сăн ÿкерчĕкри ветерансене пĕрре пăхсах 80-82 çул параймăн та. Çул хисепĕ çавăн чухлине пĕлсен ветерансем çамрăклăха епле ку таранччен упраса хăварни пирки ыйту çуралчĕ.

– Ĕçлемелле, умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать. Ĕçленипе пĕрлех эрех-сăраран аякра тăни те пирĕн пурнăçăмăрта яшлăха тăснин тĕп вăрттăнлăхĕ пулчĕ-тăр. Эпир 2 ывăл çуратса ÿстертĕмĕр те паян вĕсен çемйисем, мăнуксем пирĕн пурнăçа илем кÿреççĕ, – пурнăç тути-масипе самаях кушăрханă пит çăмартисене кулă кăларса калаçать чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче 80 çул тултаракан Екатерина Ивановна.

Çĕнелсе пыракан ял сăн-сăпачĕпе, пурнăçа ял ĕçĕнче тата халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче пĕр кун юлмасăр ĕçлесе ирттернĕ ветерансем епле пурăннипе паллашас тĕллевпе çитсе чарăнтăм Архиповсен килĕ умне. Кĕрхи йĕпе-сапана пула пылчăклă урамран çак тĕлелле иртсенех кил хуçисем тирпейлĕх ыйтăвне тĕпе хурса пурăнни палăрчĕ. Профнастилпа çавăрнă кил хапхи умĕ симĕс курăкпа витĕннĕ. Тирпейлĕ ăсталанă пĕчĕк алăка уçса кил картишне утăмласан та урасем çерем çине пусрĕç.

– 54 çул пурăнатпăр ĕнтĕ кунта. Çур ĕмĕр ытла çак кĕтесе хăт кĕртес тесе пурăнтăмăр. Мĕн туни паян куç умĕнче, – терĕ мана хирĕç тухнă кил хуçи арăмĕ Екатерина Ивановна сăпайлăн та мухтанмасăр. Хампа паллаштарсан тĕпеле иртрĕмĕр те, пирĕн патăмăра кил хуçи Антон Архипович кăштăртатса тухрĕ. «Юн вылять, анчах утма йывăртарах. Çамрăкла сивве-ăшша пăхмасăр ĕçленисем пырса тытрĕç пуль», – питрен кулă тартмасăр пуплерĕ кил хуçи сĕтел хушшине вырнаçса.

Манăн çĕнĕ пĕлĕшсен хуçалăхĕнче сумалли икĕ ĕне, çуллен майлах икшер вăкăр, 3-4 пуç сысна, хурсемпе чăхсем йышлă тытнине, тупăшпа тĕллевлĕ усă курсах кил-çурт çавăрнине ял çыннисем пытармаççĕ. Çавăнпах ялти ватăсем ачисемпе мăнукĕсене Архиповсенчен тĕслĕх илме сĕннине ăнланма пулать.

Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Антонпа Кĕтерин та ачаллах çĕр ĕçне пурнăç тыткăчи вырăнне хунă. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕскерсем колхозсем тунă вăхăта та, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсене те, вăрçă хыççăн çĕр-шыва ура çине тăратнине те халăхпа пĕрле тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕ. «Пире уйрăммăн йывăр пулман», – терĕç аслă (ватă теес килмест) юлташăмсем çав çулсене епле чăтса ирттерни пирки ыйтсан.

Шурча хĕрĕ шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн колхозра сысна пăхнă, ĕне сунă. Вăрçă чарăннă хыççăн Кĕтерин укçа тума йăлăма вăрман касма тухса каять. Шăпа çакăнта тĕл пултарнă та вĕсене Антонпа иккĕшне. 1957 çулхи çĕртме уйăхĕнче хут уйăрттарсан çулталăкран çамрăксен йăлăмрах ача çуралать.

...Нумай çул иртрĕ унтанпа. Мăшăр икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çак хушăра мăнакка К. Иванов яч. хис. хуçалăхра уй-хирте те, гараж дежурнăйĕнче те, хуçалăх кантурĕнче техничкăра та, радиоузелпа хыпарсем пĕлтернĕ çĕрте те, ветеринари участокĕнче те, почтальонкăра та тимленĕ. Нихăш ĕçре те ятне яман.

– Тавах мăшăрăма. Вăл ĕçе тиркеменни мана тăтăш хавхалану паратчĕ. Пирĕн çемьере эрех ĕçсе ĕçе тухманни, вăл е ку ĕçе тиркесе айккинелле пăрăнни, ывăлсене ĕç суйлама вĕрентни пулман. Килĕштерсе пурăннă. Çавăнпа умри йывăрлăхсене те çĕнтернĕ, – калаçăва хутшăнчĕ Антон Архипович.

Кил хуçи 1929 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче 3 ачаллă çемьере çуралнă. Чиркÿ ĕçченĕсен çемйинче кун çути курнăскер 4 класс пĕтерсенех ял кĕтĕвне пăхма ĕçе кÿлĕннĕ. Çак ĕçренех салтака кайнă. Священниксен çемйинче ÿснĕскер совет çарĕнчен таврăнсан тин колхоза кĕнĕ. Ял хуçалăхĕнчи нимĕнле ĕçрен те пăрăнманскер 11 çул çурă районти пушар хуралĕнче те службăра тăнă.

– Тар юхтарса тунă пурлăха сыхласси, май пур таран упраса хăварасси маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçчĕ. Çавăнпа пушар хуралĕнче ĕçленĕ вăхăтра профилактика ыйтăвĕсемпе ялта калаçусем нумай ирттереттĕм, – аса илчĕ Антон Архипович. Пурăна-киле династи мелĕпе пушар хуралĕнчи хăйĕн ĕçне аслă ывăлĕ Слава малалла тăсни пирки те асăнчĕ вăл.

Тивĕçлĕ канура та ĕнерхи чиркÿ ачи колхоз ĕçĕнчен пăрăнман. Сысна ферминче кочегарта вăй хунă, темиçе çул фермăра юсавçă пулса тимленĕ.

– Пурнăç йывăр теççĕ. Пулнă та пулĕ. Тен паян та йывăрлăхсем пурах. Анчах эпир хамăр пурнăçра йывăрлăхсене сисмен. Ĕçлес пулать. Ĕçпе хутăш йывăрлăх та сисĕнмест, – терĕ мучи мăнакка çине ăшшăн тинкерсе.

Питре йăваш кулă палăртса Кĕтерин мăнакка та парăмра юлмарĕ:

– Каласа панинчен ăнлантăр пулĕ, эпир пуян çынсем пулман. Анчах иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ те çуккине те туйман. Çук тесе ĕç пăрахса ларман. Çакăнтан тухать те пулĕ ĕнтĕ вăл вăрăм пурнăç тымарĕ, çамрăк кунсен хунавĕ, – терĕ Екатерина Ивановна тĕл пулу пуçламăшĕнчи калаçу патне таврăнса.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика