Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ферма» операци иртет

01 октября 2011 г.

«Ферма» операци иртет

Патшалăх техника надзорĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе уйрăм çынсен килти хушма хуçалăхĕсенче трактор техникипе епле усă курнине тĕрĕслесех тăрать.

Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2011 çулхи юпа уйăхĕн 3–21-мĕшĕсенче республикăри выльăх-чĕрлĕх фермисенче «Ферма» профилактика операцийĕ ирттересси пирки приказ кăларчĕ. Гостехнадзор инспекцийĕ выльăх-чĕрлĕх фермисем тĕлĕшпе уйăракан тимлĕх мĕнпе çыхăннă-ха;

Ĕç хăрушсăрлăхĕн степенĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕ агропромышленность производствинче малтисен ретĕнче. Пысăк инкексем тислĕк кăларакан, выльăх апатне пăспа тата шывпа пĕçерекен агрегатсем патĕнче пулса иртеççĕ. Кунпа пĕрлех фермăра ĕçлекен тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем те час-часах ĕç хăрушлăхне ÿстереççĕ. Çавна пула фермăсенче суранланакансемпе ытти инкек тÿсекенсен йышĕ пĕчĕк мар.

Тракторсемпе, прицепсемпе, ытти хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе, фермăри оборудованипе усă курнă чух техника тĕлĕшпе çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнса ĕç хăрушсăрлăхне тивĕçлĕ йĕркере тытнине пăхасси – «Ферма» профилактика операцийĕн тĕллевĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче фермăсенче усă куракан тракторсемпе прицепсем патшалăх техника тĕрĕслевне тăнине, вĕсемпе механизаторсем йĕркене пăхăнса усă курнине пăхасси тĕп вырăнта пулĕ.

С. НИКОЛАЕВ,

патшалăх техника надзорĕн районти

инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика