Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çын хăй те хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пултăр...»

01 октября 2011 г.

«Çын хăй те хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пултăр...»

«Граждансен сывлăхне сыхласси çинчен» саккун проекчĕ тĕлĕшпе сÿтсе явмалли ыйту татах та сахал мар пулнăран проекта итлессине те, çак саккуна йышăнассине те тăснă.

Мĕн кĕтмелле çĕнĕ саккунран; Мĕнле çитменлĕхсем пур унта; Çак ыйтусем тавра калаçма паян Муркашри тĕп больницăн тĕп врачне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Владислав Григорьевич Данилова чĕнтĕмĕр.

– Çакăн пек саккун тахçанах кирлĕ пулнă тесе шутлатăп. Ку çĕр-шывшăн та, граждансемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Саккуна чăнах та йышăнмалла, анчах та унăн пахалăхĕ пирки манмалла мар. Паянхи кун пирĕн çĕр-шыв граждансен сывлăхне сыхлас служба сферипе тĕнчере 130-мĕш вырăнта. Çав вăхăтрах РФ Конституцийĕн 41-мĕш статйинче кашни çыннăн сывлăха сыхлас тата тÿлевсĕр медицина пулăшăвне илме право пуррине çирĕплетнĕ.

Саккун проектĕнче тÿлевлĕ медицина çинчен те каласа хăварнă. Ман шутпа çак саккунра тÿлевлĕ тата тÿлевсĕр медицина пирки тĕплĕн ăнлантарса çырмалла. Халĕ медицина сферинче коммерциллĕ учрежденисем сахал мар, вĕсенче медицина тÿлевлĕ пултăр. Патшалăх сиплев учрежденийĕсем те хушма услугăсене тÿлевлĕ тума пултарччăр, стандартпа сиплес йĕркере палăртнă калăпăш чухлĕ вара – тÿлевсĕр.

Саккунра медицина валли кам мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрса парать, кам мĕн чухлĕ тÿлет, сиплев процесне кам тĕрĕслесе тата контрольлесе тăрать – пĕтĕмпех пулмалла.

Саккун проекчĕн малтанхи вариантĕнче акă кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулмаллине, сывă пурнăç йĕрки тытса пыма тата сывлăха упрама тивĕççине палăртнăччĕ. Иккĕмĕш вариантĕнче ăна пĕтерчĕç. Ман шутпа вара хăвармаллаччĕ. Сăмахран, реанимаци уйрăмне спиртлă шĕвекпе аптăранă çынна илсе пынăччĕ. Икĕ эрне хушшинче ăна сыватма 50–60 пин тенкĕ тăкакланчĕ. Тепĕр ик-виçĕ эрнерен каллех çак çын васкавлă пулăшу ыйтать. Ăна сыватма каллех çавăн чухлĕ укçа тăкакланать. Акă вăл – çын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă марри. Ĕçлекен кашни çын тÿлекен налук укçи çакăнта та каять.

Çын сывлăхĕшĕн патшалăх кăна мар, çын хăй те хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пултăр тесе шутлатăп. Çапла пулмасан çын обществăран та «тухса ÿкет», ыттисен укçине те сăптăрать. Çак яваплăх пирки калани пулмаллах.

Саккунăн уçăмлăхĕ кирлĕ. Çавăнпа та ăна малтан тĕплĕн сÿтсе явса йĕркелесе çитермелле. Кайран йышăнмалла.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика