Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăха хисеплесчĕ

01 октября 2011 г.

Ватлăха хисеплесчĕ

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ – Ватă çынсен кунĕ. Ватă çынсен ĕмĕрĕ кĕске пулни пирки, çавăнпа та вĕсене хисеплемеллине, упрамаллине аса илтерет çак уяв.

Чăвашсем мĕн авалтанах аслă ăрăва сума сăвассине мала хунă. Çакă унăн йăли-йĕркисенченех курăнать. Ватăсене хисеплесси вăл çут çанталăк саккунĕ те. Ахальтен мар ĕнтĕ этем çамрăк чухне çемье çавăрать, ача-пăча çуратса ÿстерет – ватлăх çитсен хăйне пăхакан пулатех тесе шутлать вăл. Çапла пулмалла та. Анчах та ваттисен çурчĕсем çултан-çул нумайланса пыни, унта килекен ватăсен йышĕ чакманни пачах та урăххи пирки калать. Нивушлĕ çав хисеплĕ ватăсен ачисем çук; Ваттисен çурчĕсем пачах та пулмалла мар пек ĕнтĕ. Кашни ватта хăйĕн ачи пăхмаллах.

Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ ваттисене хисеплеменни куç кĕретех. Ăна эпир кашни утăмрах асăрхатпăр: черетре-и, автобус çинче-и... Хăр-хар кăшкăрни, вырăн паманни, йывăр вăхăтра пулăшманни, паллах, питĕ килĕшÿсĕр.

Мĕншĕн-ха хальхи çамрăксем чунĕсемпе хаяр; Компьютер, телевидени теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Килĕшмелле, вăл та япăх витĕм кÿрет çамрăк çынсен ăс-тăнне. Ман шутпа вара пĕр-пĕрне хисеплес йăла çемьеренех пуçланать. Кил-йышра аслă ăрăва хисеплеççĕ, шута хураççĕ пулсан вĕсен ывăлĕ-хĕрĕ те çавăн пек пулма тăрăшать... Ашшĕ-амăшĕ килти ватăсем çине хăр-хар кăшкăрать пулсан ачисенчен мĕн кĕтмелле вара; Чăвашсен халапне аса илес килет. Ашшĕпе амăшĕ ватăлса çитнĕ кукамăшне çунашка çине лартса çырмана кайса яраççĕ. Киле килеççĕ те пĕчĕк ывăлĕ те çунашка хатĕрленине кураççĕ. «Ку çунашкапа мĕн тăватăн вара;» – тесе ыйтаççĕ вĕсем. «Эсир ватăлсан эпĕ те сире çырмана çак çунашкапа кайса ярăп», – тесе хуравлать ачи.

Ватлăх вăл пурăнса ирттернĕ вăхăт пирки шутламалли самант: мĕнле пурăннă эпĕ, çынсемпе мĕнле хутшăннă, ачасене тĕрĕс воспитани панă-и-ха; Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр тесен çамрăклах йĕркеллĕ пурăнма хăнăхмалла. Этем ĕмĕрĕ питĕ кĕске: паян эпир çамрăк, вăй-питти çынсем. Сиссе те юлаймастпăр – ватлăх çитсе те тăрать. Çут çанталăк пурне те ватăлмалла тунă. Хамăра ватăлса çитсен ун чухнехи çамрăк ăру хисеплетĕр тесен ыран мар, паян аслă çынсене упрама, йывăр вăхăтра пулăшма вĕренесчĕ. Унсăрăн хамăрăн та, халапри пек, «çунашкапа çырманалла каймалла» пулĕ.

Анна Герлова,

Чуманкассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика