Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи ăнăçу паян никĕсленет

28 сентября 2011 г.

Ыранхи ăнăçу паян никĕсленет

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвне пурнăçласа ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрленине тĕрĕслес ĕç çак эрнере вĕçленчĕ. Тĕрĕслевĕн юлашки кунĕнче эпир Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче, А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулса куртăмăр. Вырăнсенче ĕçлекенсем çитес хĕл кунĕсем пирки шутлани кашни фермăрах куç умне тухса пычĕ. Ытларах çĕрте обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенче ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводри пек чечексемпе пахча çимĕç йăранĕсем вырăнне çум курăк ашкăрса ÿсни кăна кăмăла хуçрĕ.

Малашлăха пăхаççĕ

– Хамăр çитменлĕхсене куратпăр, вĕсене пĕтерме ума тĕллевсем лартатпăр. Кашмашсен ырă тĕслĕхне хамăр патăмăрта аталантарасси – умри çывăх задача. Ăна пурнăçлама пирĕн пур условисем те çитеççĕ, – терĕ ферма умĕнчи чечексен йăранĕ патĕнчен витери тислĕк кăларакансем патне утса иртнĕ май Анаткассинчи сĕт фермин заведующийĕ В. Николаев.

Асăннă хуçалăхра хĕл кунĕсене çанă тавăрсах хатĕрленни тĕрĕслев вăхăтĕнче куç умне туллин тухрĕ. Çу каçа фермăри юсав ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех сарайсене дезинфекциленĕ, шуратса хăт кĕртнĕ.

Ыранхи кунпа пурăнаканăн вара хĕле туллин хатĕрленессипе те ĕçсем васкаварлă вĕçленмеççĕ. Эпир пынă кун уй-хир бригадин 8 çынран тăракан ушкăнĕ пăрусем тăмалли сарайĕнчен алăпа тислĕк кăларассипе вăй хуратчĕ. Вĕсемпе ĕçлекен Александр Архипов тракторист та ĕç ăнăçулăхĕшĕн тăрăшать. «Хамăр хуçалăх ăнăçăвĕ пĕрлехи тимлĕхрен пуçланнине ăнланатпăр. Çавăнпа сивĕ кунсем килсе çитиччен хĕле хатĕрленсе ытларах ĕçсем пурнăçлама тăрăшатпăр. Пĕр ĕç тепринпе тачă çыхăнса пынине, эпир паян ĕçлени хĕл кунĕсенче производствăна çÿллĕ шайра тытма пулăшнине ăнланатпăр. Çу кунĕсенче выльăхсем валли апатне çителĕклĕ янтăларăмăр теççĕ те малашлăх пирки те ырă шухăшсем çуралаççĕ», – терĕ ĕçленĕ вăхăтрах Светлана Ильинична Яковлева (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Унпа пĕрле ĕçлекен Людмила Алексеевна Михайловăпа Эльвира Геннадьевна Николаева та (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) ĕçрен уйрăлмасăр ĕçтешĕн сăмахĕсемпе килĕшсе калаçрĕç:

– Пĕр шухăш-ĕмĕтпе ĕçлесен ăнăçу пулатех. Çакна ăнланатпăр.

Кăтартусем начар мар

Суворов яч. хис. хуçалăхăн ĕне ферминчен Анаткассинчи сысна фермине куçсассăн та кунти ĕçченсем тирпейлĕхе малти шайра тытни иккĕмĕш вырăна юлмарĕ. Юсанă, дезинфекцилесе шуратнă сысна витисемпе иртнĕ чух ферма ертÿçи Наталья Николаевна Архипова хуçалăх кăçал ăратлă выльăх нумай сутнипе, ферма ĕçченĕсем çителĕклĕ пулнипе, хĕл каçма выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăланипе кăмăллăн паллаштарса пычĕ.

Ферма ĕçченĕсем кăмăллă пулни вĕсен ĕç кăтартăвĕсенче те палăрать. Ĕне сăвакансем сĕт сăвассине кăçалхи сакăр уйăхра иртнĕ çулхинчен 0,5 процент ÿстернĕ (895,4 тонна сĕт сунă), пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăма 4213 килограма çитернĕ. Танлаштарма: районăн вăтам кăтартăвĕ – 2757 килограмм.

Самăртма хупнă выльăхсем те ферма ĕçченĕсем вăй хунине кура продукци параççĕ. Сакăр уйăх хушшинче талăксерен вăтамран 590 грамм ÿт хушнă мăйракаллă шултра выльăхсемпе 388 грамм ÿт хушнă сыснасем хуçалăх экономикине самай малалла утăмлаттарнă. Сăмах май ку кăтартусем районăн вăтам виçинчен пысăкрах.

Паян Анаткассисен хĕле хатĕр фермисенче 473 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вăл шутран 200 ĕне), 1516 пуç сысна.

Александр Афанасьевăн Чемейĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те сысна ферми хăйĕн юсавлăхĕпе, апат çителĕклипе çитес хĕл кунĕсене шанчăклă пăхать.

Ярославкăра унчченхи «Сеятель» хуçалăхăн ĕне фермисем юлашки вăхăтченех пушă ларнăччĕ. Сергей Валерьевич Григорьев предприниматель «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă общество йĕркелесен пушă сарайсене чун кĕнĕ. Предприниматель ишĕлме пуçланă сарайсене юсаса кунта хур-кăвакал ĕрчетессине çул панă.

– Республикăра тата унăн тулашĕнче хур-кăвакал ĕрчетекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатăп та эпир пурнăçлама пултарайманни нимех те çук пек туйăнать. Ĕçлекенсем те, тухăçлă вăй хума кăмăлĕсем те пур. Çавăнпа та ÿсĕмсен çулĕсем пурăна-киле пире те парăнасса шанатпăр, – терĕ ытти чух хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçма юратман предприниматель.

Хăрушсăрлăх

Фермăсенче пулнă чух хĕл валли выльăх апачĕ янтăланипе, тислĕк кăларнипе, сарайсене шуратни-дезинфекциленипе паллашнипе пĕрлех пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ те малти вырăнта пулчĕ. Çичĕ хут тар юхтарса ĕçленине сарайсенче огнетушительсемпе хăйăр куписем, çулăмпа кĕрешмелли пирвайхи хатĕрсем, пушарпа кĕрешме шыв илмелли вырăнсем пулманни, юсавсăр электрохуçалăх «ĕçлени» самантрах кĕл тума пултарнине пурнăçра час-часах куратпăр. Анчах практикăра çакна ăнланни пур чухне те курăнса каймасть. Çак кун пушар хăрушсăрлăхĕпе Суворов яч. хис. хуçалăхри фермăсенче пысăк ыйтусемех пулмарĕç пулсан ыттисен ку енĕпе тимлĕрех пулмалли курăнчĕ.

Рейд бригади:

Т. АЛЕКСЕЕВА,

ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт

специалисчĕ;

А. КАЗАКОВА,

выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири ветлаборатори пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ;

К. ПОПОВ,

патшалăх пушар надзор пайĕн инспекторĕ;

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика