28 сентября 2011 г.
Хĕле хатĕр пулмалла
Вăхăт хăйĕннех тăвать. Ĕнер кăна сип-симĕс пулнă вăрман авăн уйăхĕ вĕçленнĕ май тăруках саралчĕ, çулçă тăкма пуçларĕ. Кун каçа пĕрĕхсе тăракан сивĕ çумăр та хура кĕркунне çывхарнине систерет. Кунпа пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕнер кăна улăх-çаранта кĕтÿре çÿренĕ выльăхсене витере тытас тапхăр алăкран шаккать. Çак кунсенче район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи А. БЕЛОВ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Т. А. АЛЕКСЕЕВĂПА тĕл пулса калаçнă.
– Татьяна Александровна, чăн малтанах çакна пĕлес килет: кăçал хĕле районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче миçе пуç мăйракаллă шултра выльăх, сысна кĕрет;
– Сирĕн шухăшăрпа тата ыйтăвăрпа килĕшетĕп, мĕншĕн тесен фермăсене хĕле хатĕрлесси çинчен калаçма пуçласан çак ыйту малтанах выльăхсене те пырса тивни пирки час-часах манатпăр. Вырăнсенче ку тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Ахальлĕн майĕ те çук. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче чи ответли шутланать. Çак вăхăтра ыранхи кунпа пурăнакансем фермăсене те, выльăхсене те тухăçлă хĕл каçарма хатĕрлесе çитереççĕ. Ку чухне зооветеринари правилисене пăхăнмасан выльăхсен тĕрлĕ чирĕсене çул уçăласси, продуктивлăх чакасси пирки те иккĕленÿ çук. Выльăхсене çарантан сарайне кĕртнĕ вăхăтра таврари температура улшăнни уйрăмах çамрăк выльăхсемшĕн сиенлĕ пулма пултарать. Çакна шута илсе асăннă тапхăрта фермăсенчи хуçалăх ĕçĕсене туса ирттернĕ хушăрах планлă зооветеринари ĕçĕсене пурнăçламасăр хăварма юрамасть.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенчен тăратнă статистика пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал хĕл каçма выльăхсем пĕлтĕрхинчен сахалрах кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ çулталăк хушшинче 5248 пуçран 4909 юлнă. Çак çухатура куллен укçа паракан ĕнесен йышĕ пысăкланни ырă шанчăк çуратать: вĕсен кĕтĕвĕ пĕлтĕр 2100 пуç пулнă пулсан, кăçал – 2137 пуç. Кунта иртнĕ çултанпа «Передовик» (22 пуç), «Восток» (20 пуç), «Герой» (16 пуç) малалла утăмлани савăнтарать. Сыснасен кĕтĕвĕ уйăх пуçланнă тĕле 7343 пуçчĕ. Ку вăл çулталăк каяллахинчен сахалрах.
– Планлă зооветеринари ĕçĕсем терĕр те мĕн шута хуратăр эсир çакăнта;
– Ĕнесене хĕллехи тапхăрта тытма фермăсене юсанипе-шуратнипе-дезинфекциленипе пĕрлех çак вăхăтчен вĕсене çĕпĕр язвинчен, ЭмКАРтан, нăрăран вакцинăлани, туберкулезран тата бруцеллезпа лейкозран тĕрĕслени хĕл кунĕсенче сывă выльăх продукчĕсемпе усă курма май парать. Кунта сире выльăх тухтăрĕсемпе калаçма сĕнетĕп. Вĕсен канашĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсемшĕн те, ял хуçалăх специалисчĕсемпе килти хушма хуçалăх тытса пыракансемшĕн те вырăнлăрах пуласса шанатăп.
– Умра сивĕ кунсем тăнине курса хăш-пĕр хуçалăхсем выльăхсене витесене те куçарчĕç пулĕ;
– Выльăх-чĕрлĕх пăхас технологие пăхăнакансем чăнах та кĕтÿри ĕнесене витесене куçарчĕç. Кунта манăн паян «Восток», «Герой», «Передовик», Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăхсемпе «Ударникри» Йÿçкассинчи сĕт фермине палăртса хăварас килет.
Ĕнесемпе тынашкасене витене кĕртнĕ май вĕсене тăрантарасси те хĕллехи рацион çине куçать. Çак вăхăта «Восток», «Оринино», «Свобода», «Ударник», Суворов ячĕпе тата Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсем выльăхсене силос пама пуçларĕç. Çавăн пекех «Оринино», «Свобода» хуçалăхсем ĕнесене сахăр кăшманĕн каяшне (патока) парассине йĕркелерĕç.
– Ĕнесене хĕллехи тапхăра кĕртнĕ май вĕсен чĕрнисене касасси те иккĕмĕш пĕлтерĕшлĕ ĕç мар...
– Иртнĕ кунсенче выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пулăшнипе Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕне выльăхсен чĕрнисене касма пуçларĕ. Каламалла, чĕрне ÿссе кайни ĕнен продуктивлăхне чакарать. Çавăнпа та чĕрне касассине çулталăкне икĕ хут йĕркелени хуçалăхсене продуктивлăха тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать.
– Татьяна Александровна, калаçăва хутшăннăшăн, ĕне выльăхсене хĕле хатĕрлесе мĕнле ĕçсем туса ирттернине ăнлантарнăшăн пысăк тав.
– Хăвăра тавта пуç. Калаçăвăмăра вĕçлесе вара манăн ял çыннисене кĕркуннехи пасарта ветеринари справки е свидетельствисĕр выльăхсене сутма-илме тăхтама сĕнес килет. Кун пек чух района лейкозлă ĕнесем килсе кĕрес хăрушлăх пур. Эпĕ халĕ каланине ял çыннисем тĕрĕс ăнланасса шанатăп.