Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсен «Кулибинĕсем» – пĕрремĕшсем

28 сентября 2011 г.

Муркашсен «Кулибинĕсем» – пĕрремĕшсем

Чăваш Республикин ертÿçисем пĕр вырăнта ларма хăнăхман, патшалăх пулăшăвĕ çине çеç шанман çынсене аталану çулĕпе малалла кайма çул уçса пани тĕрлĕ мероприятисенчен курăнать. Акă иртнĕ çул республикăра пĕрремĕш хут килти условисенче тракторпа ытти ял хуçалăх техники ăсталакансене тупса палăртассипе «21 ĕмĕрти Кулибин» конкурс-выставка иртнĕччĕ. Нумай калаçтарчĕ вăл, чылай çĕнĕ шухăшсене çул пачĕ.

Ырă пуçару кăçал та вăйне çухатмарĕ. Авăн уйăхĕн 19–23-мĕшĕсенче Шупашкарта Машина тăвакансен кунĕ умĕн граждансем хăйсен килĕсенче ăсталанă трактор техникин «21 ĕмĕрти Кулибин» конкурс-выставки иртрĕ. Çак ырă проект «Трактор завочĕсем» концерн, Раççейри машинăсем тăвакансен пĕрлĕхĕ ертсе пынипе тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа энергетика тата суту-илÿ министерствисем пулăшнипе пурнăçланчĕ.

Конкурс-выставкăна çак кунсенче ялти ăстасен маçтăрлăхне курма пиншер çын çитсе курчĕ. Жюри членĕсем конкурса йышлă явăçнисен шутĕнче Муркашсем те пулнине палăртрĕç. Çапла вара чи нумай «Кулибинсем» Муркаш тата Шупашкар районĕсенче пурăнаççĕ иккен. Шăпах вĕсем конкурс-выставкăна 5-шер ăстаçăна кăларма хевте çитернĕ-мĕн.

Сумлă конкурсра пирĕн районти Владислав Мефодьевич Димитриев (Шетмĕпуç ялĕ), Николай Васильевич Ермаков (Юнкă ялĕ), Валерий Прокопьевич Пигачев (Юнкă ялĕ), Владимир Станиславович Клопов (Калайкасси ялĕ), Анатолий Яковлевич Николаев (Кораккасси ялĕ) ăстаçăсем активлă хутшăнчĕç.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕнче те пирĕннисем малтисен ретĕнче пулни Муркашсене савăнтарасса шанас килет. Çапла вара «Трактор техники» номинацире жюри членĕсем пĕр саслă пулса пĕрремĕш вырăна тата 15 пин тенкĕ укçан премие Анатолий Николаева панă. «Ял хуçалăх машинисемпе ĕç хатĕрĕсем» номинацире Николай Ермакова çитекенни пулман. Вăл та укçан 15 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. «21 ĕмĕрти Кулибин» конкурс-выставкăн асăннă номинацийĕнче Валерий Пигачев виççĕмĕш вырăн йышăнни те Муркашра паллă ăстасем пуррине çирĕплетет кăна.

Çĕнтерÿçĕсене саламланă май малашнехи ĕçре вĕсене пысăкрах пултарулăх ÿсĕмĕсем сĕнетпĕр.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика