28 сентября 2011 г.
Кунта питĕ меллĕ
Пирĕн тĕллев – паян ĕнерхинчен, ыран вара паянхинчен лайăхрах пурăнасси. Ял халăхĕн пурнăçĕ кунран-кун çĕнелсе, илемленсе пыни куçкĕретех. Çакна паллах ниепле те хирĕçлеймĕн. Хăшĕ-пĕри çак тапхăра социализм вăхăтĕнчипе танлаштарсан самай чухăн пурăнатпăр тенипе вара пачах та килешес килмест. Ĕç условийĕсем те, пурнăç шайĕ те ÿссех пыраççĕ, пурнăç çине те ансатрах пăхатпăр мар-и-ха; Ĕçлекен çын нихăçан та выçă ларман тата япăх пурăнман. Çĕнĕрен те çĕнĕ çурт çĕкленет. Кантур пек хÿхĕм çуртсем ял хăтне кĕртеççĕ.
Ялти çыннăн пурнăçне çăмăллатас тесе Муркаш райповĕ те ырми-канми тăрăшать. Çитсе курар-ха Анаткас Турай енне. Енчен те Анаткас пĕр вĕçĕнче пурăнакансен малтан лавккана çитме çухрăм ытла утмалла пулнă пулсан халĕ ялта виçĕ çĕрте суту-илÿ точки уçнă. Кашни кун кирлĕ тавара туянма вара кăшт кăна тухса кĕмелле. Анаткасра уçăлнă апатлану çуртне илер-ха тата. Епле хÿхĕм кунта. Техĕмлĕ апат-çимĕçпе кирек хăш вăхăтра та кĕрсе сăйланма пулать. Ку çурт пысăках мар уявсем тума та питĕ меллĕ.
Халĕ чылай çĕрте магазинсене юсаса çĕнетеççĕ е çĕнĕрен çурт çĕклеççĕ, çапла майпа ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Çакăн пек çĕнĕлĕхсем пире савăнтараççĕ.
Юлашкинчен вара Муркаш райпо канашĕн ертÿçине Борис Васильевич Андреева пысăк тав сăмахĕ калас килет. Татах та тăрăшса ĕçлеме Сирĕн иксĕлми вăй-хал пултăр. Çирĕп сывлăх та ăнăçу Сире.
Анаткас ялĕнче пурăнакансем.