28 сентября 2011 г.
Çитес çултан – çĕнĕ йĕркесем
РФ Транспорт министерстви автомобильсене обязательнăй йĕркепе техосмотр тăратмалли çĕнĕ правилăсене пичетлесе кăларнă. Документ официаллă майпа 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕрет.
Çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн транспорт хатĕрне аккредитациленĕ оператор тĕрĕслет. Операторпа автомобиль хуçи килĕшÿ тăваççĕ. Хыççăн автомобиль хуçи техосмотр ирттернĕшĕн тÿлет. Ăна диагностика картти параççĕ.
Кайран 5 минут хушшинче специалист автомашина документсенче кăтартнă даннăйсемпе пĕр килнине пăхса тухать. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан эксперт транспорт хатĕрне техосмотр тăратать те икĕ экземпляр диагностика карттине çырса тултарать: пĕри операторта юлать, теприне автомашина хуçине параççĕ. Кунсăр пуçне документри даннăйсене пĕрлехи автоматлă электронлă системăна кĕртеççĕ. Унта вĕсем 5 çул хушши упранаççĕ.
Техосмотр тăратнă чухне шинăсем епле шайра пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вĕсем юрăхлă мар пулсан çак процедурăччен маларах çĕннисемпе улăштарма тăрăшăр.
Çĕнĕ правилăсемпе техосмотр тăратмалли вăхăта татăклă палăртнă: 39 минут – бензинпа çÿркен автомашинăсем валли, 43 минутран ытла мар – дизель топливипе е газпа çÿрекен автомашинăсем валли. Техосмотр тăратассин кун пек лимитне грузовиксем, прицепсем, мотороллерсемпе мотоциклсем валли те пăхса хунă.
Аса илтеретпĕр: уйрăм операторсен аккредитацине Автостраховщиксен Раççейри союзĕ ирттерет. Ку процедура ОСАГО-па çыхăнса тăмалла. Çапла вара «автогражданкăн» çĕнĕ полисне техосмотр тăман автомашинăсем валли памĕç.
Официаллă майпа техосмотр ирттерессин çĕнĕ правилисем 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕреççĕ пулин те, тĕрĕссипе вĕсемпе 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кăна усă курма пуçăнĕç.