28 сентября 2011 г.
«Иккĕмĕш çăкăр» хирте юлмĕ
«Иккĕмĕш çăкăра» пысăк лаптăксем çинче лартса ÿстернисен шутĕнче «Свобода» хуçалăх та. Кашмашсемпе Çатракассисем кăçал 150 гектар çинче çĕр улми ÿстерчĕç. Паян ăна пуçтарса кĕртессипе хуçалăх пĕтĕм вăйне мобилизацилет. Уй-хир бригадисенче ĕçлекенсемпе, механизатор-водительсемпе пĕрле ял çыннисене пулăшма килнисем те, хуçалăхăн бухгалтери ĕçченĕсем те паян пĕр тĕллевпе ĕçлеççĕ. Çумăрлă кунсем хушшинчи кашни кĕске уяр вăхăтах вĕсем çĕр улми пуссинче ирттереççĕ.
Эпĕ Вăрăм ĕшне уйне çитнĕ çĕре кăнтăр апатне кайнисем таврăнма ĕлкĕрчĕç.
– Паян (авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ. – Авт.) кăшт уяртарах та кану вăхăтне чакартăмăр. Йĕпе-сапари кашни минут хаклă. Çакăн пек самантсенче çĕр улми ытларах кăларас тесе тимлетпĕр, – терĕç çĕр улми кăларакан «Палессе» комбайна вырăнтан тапратнă май Сергей Харитонов механизаторпа ăна пулăшакан Максим Максимов.
Çак вăхăтра Кашмаш каччисемпе пĕрле вĕсене пулăшма Йÿçкасси ял тăрăхĕнчен килнĕ А. Тимофеевпа И. Никитин механизаторсем те хăйсен комбайнĕсене хускатрĕç. Çĕр улми кăларакан комбайнсем çинче вăй хуракан В. Замятинпа В. Иванов, А. Смирновăпа Т. Чабышева та агрегатсем патнелле утрĕç.
– Эпир ĕçлетпĕр-ха. Çанталăкĕ уяр кунсем патăрччĕ, – терĕ В. Замятин ĕçчен.
Комбайнсем ĕçленĕ çĕр улми пуссин тепĕр вĕçĕнче А. Матвеев, М. Димитриев, А. Кобец механизаторсем копалкăсемпе çĕр улми кăлараççĕ. Уй-хир бригадинче вăй хуракансем тата вĕсене пулăшакансем кăларнă çĕр улмие çийĕнчех михĕсене тултараççĕ.
Кăларнă çĕр улмине пусăсене турттарса тăрассипе С. Алжиров, В. Степанов, Е. Якимов, С. Данилов, Н. Давыдов водительсем тимлеççĕ.
А. БЕЛОВ.