28 сентября 2011 г.
Çанталăка парăнмасăр
Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче паян пĕтĕм ĕç вăйне «иккĕмĕш çăкăр» кăларса пухса кĕртес ĕçе явăçтараççĕ. Мĕн лартса ÿстерни – пирĕн! Çак йыхрав-чĕнÿпе хуçалăх ĕçченĕсем кулленех çĕр улми пуссисене тухаççĕ. Нумай çĕрте алă ĕçне техника пулăшăвĕпе ылмаштарни хресчен ĕçне çăмăллатни патне илсе пырать. Апла пулсан та йĕпе-сапаллă çанталăкра çĕр улмине çухатусăр пуçтарса илесси паян пысăк ыйтуллă.
Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кăçал «иккĕмĕш çăкăр» пĕтĕмпе 1285 гектар йышăнать. Ĕнерхи куна районĕпе ăна 410 гектар (32 процент) кăларнă. Вăтам тухăç 130 центнера яхăн. Çĕр улми кăларас ĕçсем «Восток», Ильич яч. хис., «Оринино» хуçалăхсемпе «ДаАн» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра хальлĕхе ăнăçлăрах пыраççĕ.
Ĕçрен ан хăра – вăл хăй санран хăратăр. Çак девиз кашни хуçалăх ĕçченĕшĕн паян çывăх та пĕлтерĕшлĕ.
Хамăр инф.