24 сентября 2011 г.
«Пурнăç ырă еннех улшăнать»
Эпĕ хутшăнакан ушкăн Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхне Чăваш Республикин Президенчĕ кĕске вăхăтрах икĕ хутчен килни пĕтĕмĕшле сăн-сăпат çине ырă йĕр хăварнă, илемлĕх енĕпе хăш-пĕр улшăну кĕртнĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Ю. Тарасова ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче пухăннă активпа тĕл пулса калаçрĕ.
Чăваш Республикин бюджетне Федераллă бюджетран тĕллевлĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хушма укçа-тенкĕ уйăрнă. Çавна май хăш-пĕр улшăну пирĕн района та пырса тиврĕ. Çапла вара социаллă тÿлевсем валли, çамрăк çемьесене çурт-йĕр çĕклеме 2,4 миллиона яхăн; ялсене автоçул-йĕрпе çыхăнтарма 12,5 миллион; шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче çĕнĕрен йĕркеленĕ хушма ушкăнсем валли сĕтел-пукан, ытти оборудовани туянма 0,5 миллиона яхăн; çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме 6,0 миллион тенкĕне яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.
– Çакăн пек хушма укçа-тенкĕ уйăрни ял халăхĕн, ача-пăчан, хваттерсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма питĕ вырăнлă. Çурт-йĕр çĕклеме никама та çăмăл мар, акă кунта çамрăк çемьесем валли пысăк пулăшу уйăрнă. Шкул çулне çитмен ача-пăча валли вырăн сахал пулни те хăйне май йывăрлăх пулса тăрать. Çапла вара патшалăх пулăшăвĕпе тата эпир сирĕнпе пĕрле тăрăшнипе кирек епле ыйтăва та çăмăллатма, татса тама пулать, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Ю. Тарасова пухăннисене бюджет, çитсе килекен суйлав йĕрки тата ытти ĕç-хĕл пирки ăнлантарнă май.
Район администрацийĕн 865 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн районта пĕрлĕхлĕ дежурнăй диспетчер служби йĕркеленĕ. Ăна тĕрлĕ шайри инкек-синкекпе оперативлăрах кĕрешме тунă. Çулталăк пуçланнăранпа служба пульчĕ çине 193 пĕлтерÿ килнĕ, вĕсенчен 14 пĕлтерĕвĕ суя пулнă. Паллă ĕнтĕ, çакăн пек алхасни ĕçре пысăк чăрмав кÿрет, çав хушăрах пулăшу тепĕр вырăнта чăннипех те кирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа та кунта выляни-шÿтлени пачах та вырăнлă мар. Ун пек утăм тăвиччен тĕплĕнрех шутласа пăхмалла. Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, кирек епле инкек пулсан та мобиль операторĕсем урлă 112 е 010 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать, кĕске хушăрах сирĕн ыйтăва кирлĕ çĕре çитереççĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн те пĕрле пухăнсан калаçмалли сахал мар. Умра тата пире пысăк ĕç – суйлав – кĕтет.
– Ял активĕнчен малашнехи ĕç-хĕл чылай килет. Раштав уйхĕнче суйлав пулмалла. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçрен никамăн та аякра юлмалла мар, кашни çынна явăçтармалла, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В. Лаптев малашлăхра пире пысăк ĕçсем кĕтнине тĕпе хурса.
Ĕç ушкăнĕ Мăн Сĕнтĕрти ватă çынсен тата инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче пулса курчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Кунта вунă çын хÿтлĕх тупнă. Хăйсен çĕр лаптăкĕнчен хĕле валли пахча çимĕç çителĕклĕ пухса янтăланă. Эпир пынă самантра юсав ĕçĕсем вĕçленейменччĕ-ха. Ватă çынсем кунти хÿтлĕхпе кăмăллă.
– Ватă çынсемшĕн паянхи ответлă ĕçченсем сахал мар тăрăшаççĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ ĕнтĕ, ыранхи куна татах та ăнăçлăрах тума Турри пиллетĕр вĕсене. Паянхи пурнăçа ÿпкелеме сăлтавĕ çук, – терĕ чылайранпа кунта хÿтлĕх тупнă кинемей.
Унтан ушкăн Каршлăхри интернат çуртне çитрĕ. Çакăнта 26 ватă пурăнать. Кунта килсен чи малтан типтерлĕх, илемлĕх куçа тыткăнлать. Ватă çынсем хăтлă пÿлĕмсенче пĕршерĕн е икшерĕн пурăнаççĕ, хăшĕ-пĕри вара кунта мăшăр та тупнă. Районти социаллă пулăшу уйрăмĕн ертÿçи Н.П. Петрова кунта тăтăш пулать, кашнин шăпине аван пĕлет, кашни валли ăшă сăмах тупать. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕр ватă çын ăна курсан чи çывăх çынна кĕтнĕ евĕр хумханчĕ, куççуль кăларса алла-алăн тытăнса чылайччен чунне уçса калаçрĕ.
– Ватă çын кирек хăçан та пысăк хисепре пулнă, çавна май Раççей тата Чăваш Правительствисен шайĕнче уйрăмах сирĕн тĕлĕшпе сахал мар курăмлă ĕç пурнăçлаççĕ, çăмăллăхсем, хушма тÿлевсем кĕртрĕç. Палăртма кăмăллă, хăш-пĕр пособисем Чăваш Республикинче ытти регионсенчинчен пысăкрах та. Çакă йăлтах Правительство шайĕнче тÿрĕ кăмăллă çынсем ĕçленипе çыхăннă. Астăватăр пулĕ, чылай маларах тĕрлĕ пособие вăхăтра тата туллин илесси уксахлатчĕ те, – терĕ Нина Пантелеевна социаллă тÿлевсем енĕпе халĕ ĕç япăх мар пурнăçланнине палăртса.
Çак шухăш-тĕллевпе кунта ĕçлекенсем тата хÿтлĕх тупнисем пĕр кăмăллă пулчĕç. Урăхла вара майĕ те, çак ырă утăма хамăр пурнăçра яр уççăн туятпăр мар-и;
Çапах та манăн пĕр хисеплĕ ветеранпа уйрăммăн сăмахласа пăхас, унăн шухăш-кăмăлне пĕлес килчĕ.
– Эпĕ халĕ сакăр вунă çултан та иртрĕм, пурнăç тăршшĕпе вара мĕн кăна тÿссе ирттермерĕм. Çамрăк чухне эпир ăшă çи-пуç та çие хурса кураймарăмăр, капăрри пирки вара сăмах та çук. Урасем çăпатапаччĕ, ал-урасем сивĕпе кÿтсе çитетчĕç. Вăрман каснă, вăкăрсемпе суха тунă. Эпир улăм витнĕ пÿртсенче ÿсрĕмĕр. Ĕçлес, пурăнас текенсене паян патшалăх пулăшать. Ара пурнăçĕ ырă еннеллех улшăнать мар-и, – терĕ нумаях пулмасть кунта килме тивнĕ хĕрарăм иртнине хальхи вăхăтрипе танлаштарса.
Çавăн пекех пĕрлехи информаци кунне ытти ĕçченсем те хутшăнчĕç. Кирек епле тĕл пулу та ыйтусемсĕр иртмест пулĕ. Унта хутшăнакансем тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç.
Р. Илларионова.