Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр мăнтăрĕ

24 сентября 2011 г.

Кĕр мăнтăрĕ

Кашни тапхăрăн хăйĕн вăхăчĕ тата илемĕ. Урамра кĕркунне хуçаланать. Ку вăхăтăн кашни утăмĕнчех эпир уй-хирсемпе пахчасем пушаннине, пÿлмесемпе нÿхрепсем тулнине куратпăр.

Кĕр кунĕсенче килти хушма хуçалăхсенчи пахчасемпе анкартисем тĕрлĕрен пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа мĕн тери пуян курăнаççĕ! Паллах пур хуçалăхра та пĕр пек мар ĕнтĕ. Аса илер-ха çуркунне пахчара çĕр улми лартнă вăхăта. «Тухăçлă пултăр, йышлă тухтăр», – тетпĕр касăсене çĕр улми вăрлăхĕ пăрахнă май пахча хуçине ырă сунса. Анчах... Пĕр кунта лартнă çĕр улми те кĕр çитсессĕн кашни пахчарах тĕрлĕрен тухать. Камăн ăннă вăл, камăн вара мăйăртан та иртеймен.

Эпир кăçал хамăрăн килти хушма хуçалăхра çĕр улмин виçĕ сортне лартса туса илтĕмĕр. Вĕсем çаксем: «голландский» – 10 рет, «невский» – 10 рет, «нида» – 11 рет. Малтанхисем вăтам вăхăтра пулса çитекен çĕр улмисем пулсан, «нида» сорт – кая юлса çитĕнекен çĕр улми.

Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» сахал пулнăран çак çимĕç кăçал утă уйăхĕн пуçламăшĕнчех пĕтсе çитрĕ. Яшка-нимĕр пĕçерме пасара кайса туянмала мар-ши тесе шутлаттăмăр. Анчах та утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕр улмин «невский» сортне кăларса пăхрăм та пасар шухăшĕ сирĕлсе кайрĕ. Чăх çăмарти пысăкăш çĕтĕннĕ çĕр улмине апат-çимĕçре усă курма пуçларăмăр. Кĕр çитсен те «невский» сорт тухăçĕ ыттисенчен пысăкрах пулчĕ – гектар çине илсе шутласан 180 центнер. «Голландскийпе» «нида» сортсем те хăйсен тухăçне япăх мар пачĕç. Савăнтарчĕç вĕсем пирĕн çемьене. 10 сотка çинчен нÿхрепе пĕтĕмпе 1700 килограмм çĕр улми кĕчĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 3 хут ытларах!

Пахчара халĕ купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшманпа выльăх кăшманĕ çеç ÿсеççĕ. Улмуççисенчен вара икĕ йывăç çимĕçĕпе савăнтарма пăрахман-ха: кая юлса пулакан антоновка тата шурă антоновка. Вĕсене эпĕ пĕрремĕш тăм ÿкмесĕр нихăш çул та пуçтармастăп. Кăçал çу пĕтмĕшĕ типĕ тăнă май пан улмисем питĕ тăкăнчĕç. Çакна курса тăрса ир пулакан «московская грушовка», «шурă наливпа» «хĕрлĕ налив», «коричневая полосатая» сортсене маларах пуçтарса илтĕм. Кая юлса пулакан «титовка» сорта та нумай лартмарăм.

Хамăн пахчара эпĕ виçĕ тĕрлĕ чие çырли йывăççисене çитĕнтеретĕп. Вĕсем: хăмăр тĕслĕ пулакан вырăнти тата «Владимирская» сортсем, хĕрлĕ пулакан тата хурăн тураттисем пек аялалла усăнса ÿсекен туратсемлĕ чие йывăççи. Вырăсла ăна «красная плакучая» сорт теççĕ. Пурте кăçал ăнса пулчĕç, пысăк тухăçпа савăнтарчĕç.

Çавăн пекех иртнĕ çу кунĕсенче хура тата хĕрлĕ хурлăхан, крыжовник тĕмĕсем пуян тухăçлă пулчĕç. Паянхи манăн тĕллев – вĕсене хĕл каçма ăнăçлă хатĕрлесси.

Н. ПЕТРОВ,

ĕç ветеранĕ.

Нискасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика