24 сентября 2011 г.
Хĕрлĕ кăшман упрасси
Кĕр йĕпе тăрать. Пахча пысăках мар пулсан та çимĕçне сахал мар туса илтĕмĕр. Халĕ йĕпе-сапапа тупăшсах йăрансене пушататпăр. Умра вара вĕсене епле упрасси çивĕччĕн тăрать. Хĕрлĕ кăшмана упрасси пирки район хаçатĕнче каласа пама май çук-ши?
В. СМИРНОВ.
Хопкĕпер ялĕ.
Вулавçă хускатакан ыйту паян нумайăшне канăç паманнине шута илсе хамăр тĕпеле ăста пахчаçăна тата агронома Оринин ял тăрăхĕнчи Тереç ялĕнче пурăнакан Александр Матвеевич ШАРИКОВА чĕнтĕмĕр.
– Йĕпе çанталăкра та ыранхи кун пирки шухăшласа пуç ватакан çĕр ĕçченне хисеплемесĕр тăма çук. Çакна шута илсех В. СМИРНОВĂН ыйтăвĕ çине те хурав парас терĕм.
Хĕрлĕ кăшман (апат-çимĕç кăшманĕ те теççĕ) ытти тымар çимĕç пекех управа хумалли путвалта пĕрремĕш кунсенче сывлăшăн мĕнле температура пулнине пит асăрхать. 4 градус ăшăрах хĕрлĕ кăшманăн çеçкисем аталанма пуçлаççĕ. Çакна шута илсе хĕрлĕ кăшмана упрама хумалли пÿлĕме тымар çимĕç хуричченех çителĕклĕ сивĕтсе çитермелле. Нÿрĕклĕхе те хĕрлĕ кăшман лайăх туять. Тымар çимĕç упранакан пÿлĕмре вăл пысăк пулмалла. Хĕл кунĕсенче хĕрлĕ кăшмана упрамалли чи меллĕ условисем çапларах: сывлăш температури 1–2 градус ăшă, сывлăшри нÿрĕклĕх 85–90 процент.
Апат-çимĕç кăшманне путвалта, сывлăш лайăх уçăлакан пÿлмесенче упрамалла. Пÿлмесене стенасенчен 10 сантиметрта вырнаçтармалла. Вĕсен çÿллĕшĕ 1 метр, енсенчи хăмасен хушши 4-5 сантиметр пулмалла. Пÿлмесен тĕпĕ те путвал урайĕ мар, решеткелесе тунă никĕс пулсан лайăх. Çак никĕс урайĕнчен 15-20 сантиметр çÿллĕрех пулни вырăнлă. Кун пек чух хĕл каçа сывлăш куçса çÿресси лайăхланать. Управ вырăнне çапла хатĕрлесен хĕрлĕ кăшман пĕр тикĕс сивĕнет: вăл тарламасть, шăтса каймасть.
Пахча çимĕç ещĕкĕсене упрама хурсан та хĕрлĕ кăшман лайăх хĕл каçать. Управ ăнăçлăрах пултăр тесен апат-çимĕç кăшманне управа хунă чух йывăç кĕлĕпе е пурăпа пудрăлани те ырă тĕслĕх. Çакăн пек туни хĕллехи вăхăтра тĕрлĕ чир-чĕрсенчен лайăх сыхлать.
Путвал çук пулсан хĕрлĕ кăшмана кладовкăра ещĕксене хурса хăйăрпа витсе хуни, çакăн хыççăн хăйăр типсе каясран ăна сăнасах тăни те управ вăхăтне палăрмаллах тăсать.
Ăнăçлă хĕл пултăр сире, тăрăшуллă пахчаçăсем!
Кишĕр те тимлĕх ыйтать
Кăçалхи çанталăк условийĕсене пула кишĕр те ăнса пулчĕ. Ăна упрама хунă чух кил хуçин мĕн асра тытмалла; Кишĕр упрас çĕрте мĕнле çĕнĕлĕхсем пур? Мĕн шутлаççĕ кун пирки специалистсем?
И. ГОРОХОВА,
ĕç ветеранĕ.
Ыйту хускатакана тата район хаçачĕн вулаканĕсене «Пахчаçă» хаçатра В. ЧЕРНЯЕВА агроном каласа панипе паллаштаратпăр. Енчен те хаçат вулакансен хăйсен сĕнÿсем пулсан, тархасшăн, çырса пĕлтерĕр. Сире валли те «Кил тата хушма хуçалăх» кăларăмра вырăн пулĕ.
– Кишĕр упранасси вăл епле пиçсе çитнипе тата унра сахăрпа глюкоза шайлашăвĕ мĕнле пулнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Енчен те кишĕр инфекци çаклатман пулсан вăл япăх упранни сортпа, туса илнĕ тата управа хунă условисемпе çыхăнать. Конус евĕрлĕ «Валерия», «Шантэнэ», «Несравненная», «Московская зимняя» сортсем ыттисенчен лайăхрах упранаççĕ.
Кишĕр хăвăрт аманнине тата нÿрĕк çухатнине пĕлсе тăнă май ăна пухса кĕртнĕ чух тымар çимĕçе амантмасăртарах пуçтарма тăрăшăр. Эрне маларах çеçкисене 2–3 сантиметр хăварса çулни те аван.
Мĕнле упрамалла-ха кишĕре?
Тымар çимĕçе кăларсанах хĕвел ÿкмен çĕрте типĕтсе илмелле. Çĕр улми пекех 10-14 кун карантинра выртарнă хыççăн япăхланнă кишĕрсене иртсе управа хурассипе ĕçлеме пуçламалла.
Кишĕр çанталăк шăнтнине тÿсеймест. Кун пек чухне ăшăнсан вăл çĕрме пуçлать.
Кишĕрĕн пысăк парттине нÿхрепсенче е путвалсенче 50 килограмм вырнаçакан полиэтилен михĕсенче упрама меллĕ. Лартнă михĕсен анисене çыхмалла мар.
Кишĕрĕн пуçне шалалла туса купаланă хыççăн ăна нÿрĕ хăйăрпа витни те – управ мелĕ. Кун пек чухне хăйăра çунтарнă известь, пурă хушмалла.
Упрама хунă путвалта е нÿхрепре сывлăш температури 5 градус ăшăран пысăкрах пулсан кишĕр шăтса каять. Çавăнпа та унти сывлăш температури 0 градуса çывăх тăмалла.
Технологие пăхăнса упрасан кишĕрпе çитес çу кунĕсемччен те усă курма пулать. Сĕтел çинчи кишĕр вăл – апатланури витамин.