24 сентября 2011 г.
Харпăр хăй вăйне ытларах шанаççĕ
Машина тăвакансен кунĕ умĕн республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ граждансем килĕсенче ăсталанă трактор техникин «21 ĕмĕрти Кулибин» конкурсне ирттереççĕ. Вăл «Трактор завочĕсем» Концерн, Раççейри машинăсем тăвакансен Пĕрлĕхĕ ертсе пынипе тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа энергетика тата Суту-илÿ министерствисем пулăшнипе пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕлтĕрхи пекех кăçалхи конкурс та икĕ номинаципе иртет: уйрăм çынсем ăсталанă трактор техники; ял хуçалăх машинисемпе оборудованисем.
Пĕлтĕр иртнĕ пĕрремĕш конкурса пирĕн районтан 9 ăстаçă хутшăннăччĕ: Мăн Шашкартан П.В. Андреев, Юнкăран Н.В. Ермаков, Кăпасран А.П. Соколов, Юнкăран В.П. Пигачев, Шетмĕпуçĕнчен В.М. Димитриев, Тойкилтĕрен В.П. Саватеев, Яраккассинчен А.В. Клопов, Кораккассинчен А.Я. Николаев, Калайкассинчен А.С. Клопов. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе жюри членĕсем Юнкăран пынă Валерий Прокопьевич Пигачева пĕрремĕш преми – 10 пин тенкĕ – парса чысланăччĕ. Вăл конкурсра трактор çинчи кранран çĕр улми кăлармалли агрегат таран ял хуçалăх техникин 6 единицине хăйĕн аллипе ăсталанине кăтарнăччĕ. Муркашсене çав ÿсĕм ун чух самай хăпартлантарчĕ.
Кăçал «21 ĕмĕрти Кулибин» конкурса хутшăнса Муркашри хăш ăстан пултарулăхĕ техника ăсчахĕсене тĕлĕнтерĕ; Кăна жюри членĕсем татса парĕç. Паян вара эпир сире асăннă конкурса хутшăнма кăмăл тунисемпе паллаштаратпăр. Вĕсем: Шетмĕпуçĕнчи Владислав Мефодьевич Димитриев, Юнкăри Николай Васильевич Ермаков (сăн ÿкерчĕкре), Юнкăри Валерий Прокопьевич Пигачев, Калайкассинчи Владимир Станиславович Клопов, Кораккассинчи Анатолий Яковлевич Николаев.
Юнкăра пурăнакан Николай Васильевич Ермаков пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ пушă вăхăта техника ăсталассипе ирттерет.
– Çак киленÿ 2004 çулта килти хушма хуçалăхра ĕçлеме кивĕ мотоблок туянсан çуралчĕ, – каласа парать техника ăсти. – Кăшт ĕçлесенех унăн хăвачĕ çителĕксĕртерех пек туйăнчĕ. Вара çак техника принципĕпех шанчăклăрах та вăйлăрах, çĕр культивациленĕ, утă çулнă, çĕр улми кăларнă вăхăтра ларса ĕçлемелли техника пуçтарса хута ятăм. Ăна «Луноход» ят патăм.
Çĕнĕ агрегат 8 лаша вăйĕ чухлĕ пулни те ăстаçăна лăплантарман. Кивĕ ВАЗ-2105 автомашина туянсан вăл 60 лаша вăйĕллĕ техника пуçтарса хута ярать. Ку техника хатĕрĕн халĕ хăвăртлăх передачисем 25, тăватă хăвăртлăхлă ВОМ, Р-82 гидрораспределитель т. ыт. те.
Харпăр хăй вăйне ытларах шанакан пирĕн ентешĕн ĕмĕчĕсем вара тата пысăкрах.
А. БЕЛОВ.