24 сентября 2011 г.
Хăйсенчен нумай килнине ăнланаççĕ
Иртнĕ юн кун республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тĕл пулса район ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн 5 ушкăна пайланса ĕçлерĕ. Информаци ушкăнне кĕрекенсем район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле Юнкă, Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Ярапайкасси, Чуманкасси ял тăрăхĕсенчи предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пулчĕç, вĕсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕл пулусенче хальхинче республика бюджетне улшăнусем кĕртнине, ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынине, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерессине пăхса тухрĕç. Çавăн пекех ял çыннисене хумхантаракан ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртрĕç.
Владимир Павловичпа Юрий Александрович çак кун Юнкă ял тăрăхĕнче пулчĕç. Ырă улшăнусем ку тăрăхра çук мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Фомин тавралăха тирпейлессипе, çĕр ыйтăвĕсемпе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Обществăлла формированисем те кулленхи ĕçре пулăшса пыраççĕ. Уйрăмах хĕрарăмсен канашĕ питĕ активлă пулнине каларĕ. Ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлессинче те ырă палăрăмсем курăнма пуçларĕç. «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество йĕркеллĕ ĕçлени ял халăхне ĕçпе тивĕçтерме пулăшать. Кунта ĕçлекенсем çав тери кăмăллă. Çĕр улми çинче вĕсем кунне 450 тенкĕ укçа ĕçлесе илеççĕ. Юнашарах «МСО «Моргаушская» акционерсен хупă обществи пурри те ку ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн питĕ лайăх. Юнкăри вăтам шкулта учительсемпе ирттернĕ тĕл пулура унăн ертÿçине уйрăммăн тав турĕç вĕрентекенсем. «Кирек епле мероприятие ирттерме те пулăшать В.Н. Семенов», – терĕç вĕсем. Район администрацийĕнче культура ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура вара Владислав Николаевич Кăпас клубне электричествăпа хутса тăмалла тăвассинче пулăшма шантарчĕ.
Владислав Николаевич ертсе пыракан предприятире те пулчĕ информаци ушкăнĕ. Вăл кунта стройматериал хатĕрлес ĕçе йĕркелесе ярасшăн. Çавна май çурт тума патшалăх пулăшăвĕ паракан программăна предприяти хăй те шăпах çуртсем тунăран хăçан та пулин илнĕ кредитăн процент ставкине патшалăх енчен субсидилессине йĕркене кĕртессе шанать.
Пурăнакан малаллах пăхать. Ку тăрăхра пурăнакансене хумхантаракан ыйтусем татах та пур. 8 ялтан 4-шĕнче шыв пăрăхĕсем çук. Çавăнпа та çăлсем чавассипе те ĕçлемелле. Ялсем хушшинче çул тăвас ыйту та кун йĕркинчен тухмасть кунта. Ку енсемпе проектсем тăвас ыйтупа ĕçлеççĕ. Учительсемпе тата культура ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче ку ĕçсене пурнăçа кĕртме пулăшакан республика программисене кĕтсе ларни çеç çителĕксĕррине палăртрĕç. Халăхпа калаçса татăлса килсерен укçа пуçтарса çăлсем чавма, çулсене йĕркене кĕртме май пурри çинчен калаçрĕç. Нимепе ĕçлесен ĕç те хăвăртрах пулать. Çатма çинчи пек асфальт çул пулмасан та малтанлăха. Çула хăпартса, вак чул сарса майласан, машинăпа кĕрсе тухма та пулать, çуран çÿреме те çăмăлрах. Информаци ушкăнĕн ертÿçи В.П. Димитриев Шупашкар районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче çынсем хăйсен вăйĕпе çул тунă тĕслĕхе илсе кăтартрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калашле, пыра-киле ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕтĕмпех ку ĕçе хăй çине илес вăхăт та çитĕ-ха. Хальлĕхе вара вырăнти бюджет пур ĕмĕте те туххăмрах пурнăçа кĕртме май памасть. Кăпасри çула йĕркене кĕртес ĕçре район администрацийĕ ятарлă техника тупса пама пулнине пĕлтерчĕ Юрий Александрович. Ытти ĕçсене вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Фомин вырăнтах майлаштарма май пуррине палăртрĕ.
Ку тăрăхри тепĕр çивĕч ыйту вăл – Юнкă шкулĕнче спортзал çукки. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку ыйтупа республикăна тухассине палăртрĕ. Ялти хоккей коробкине электричество кĕртес ыйтăва татса памаллине те палăртрĕ. Çакă ял халăхне спорта анлăн явăçтарма пулăшать.
Юрий Александрович тĕл пулура районта кашни çулах икшер шкулта çивитти улăштарнине палăртрĕ. Юнкă шкулĕпе ача садĕнче ĕçлекенсене те çивиттирен шыв анни канăç памасть. Шкулти котельнăй 3 объекта ăшăтса тăрать. Çавăнпа та шкул директорĕ В.Г. Федоров тепĕр котел çав тери кирлине палăртрĕ.
Учительсем те, культура ĕçченĕсем пекех, çÿп-çап пуçтарса çĕнĕ полигона ăсатас ыйтăва хускатрĕç. Ял çыннисенчен хăшĕсем çак ĕçшĕн укçа тÿлесшĕн марри сисĕнет. Хваттерсенче пурăнакансем çакăншăн тахçаннах тÿлеççĕ. Ял çыннисем çакна йывăррăн хăнăхаççĕ пулас. Вĕсемпе ăнлантару ĕçне ирттермелли çинчен калать çакă. Ял администрацийĕн кашни хуçалăхпа договор тумалли çинчен.
Тĕл пулусенче çынсем вырăнти ыйтусене вырăнтах татса пама май пуррине ăнланни курăнчĕ. Пушар хăрушсăрлăх енĕпе те ку тăрăхра пурăнакансем ырă пуçару турĕç. Пушар машинине тытса тăма кашни килтен уйăхра 30-шар тенкĕ укçа пуçтараççĕ. Анчах «мĕншĕн пирĕн тÿлемелле» текенсем те çук мар халăх хушшинче. Инкек-мĕн пулас пулсан (ун пекки ан пултăр-ха – (авт.) районтан пушар машинисем, паллах, килеççĕ. Анчах вырăнти частарах çитет-çке. Халăхшăн лайăх пултăр тесе тунă утăм ку. Тахçан ку тăрăхра пĕр пушарта 13 çурт çунса кайнине аса илсен, пушар машинине хăйсен вăйĕпе тытса тăни ытлашши ĕç маррине ăнланса илеççех пулĕ-ха çÿлерех асăннă сăмахсене калакансем.
Юнкăра 18 хваттерлĕ çуртра пурăнакансен те пуçа ыраттаракан ыйту пур. Ку çурта тунăранпа та (1983 ç.) юсав ĕçĕсем ирттермен. Владимир Павловичпа Юрий Александрович вырăнта пулса çурт мĕнле лару-тăрура пулнипе паллашрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çитес вăхăтрах кунта ятарлă комисси килсе çурта пăхса, халь тума май пур мероприятисене палăртасси çинчен каларĕ. Çуртра пурăнакансем вара çитес çул ăна нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли программăна кĕртес тесе хăйсенчен килнине йăлт тума шантарчĕç.
Информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май республика шайĕнче татса памалли ыйтусене палăртрĕç. Хуларан килнисем вара Муркаш районĕнче пурăнакансем малаллах туртăннине, тата та лайăхрах пурăнасшăн тăрăшнине палăртрĕç.
Л. ПАВЛОВА.