Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрене упрамалла

24 сентября 2011 г.

Чĕрене упрамалла

Чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсем çулсерен тĕнчери 17 миллион ытла çыннăн вилĕм сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Чăваш Республикинчи кăтарту та питĕ пысăк: пурнăçран уйрăлнă çынсен 46 проценчĕ ытла çак чирсене пула çĕре кĕнĕ. Вĕсенчен 30 процентне яхăн – ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрисем.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе çулсеренех авăн уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче – вăл шăпах ыран – Сывă чĕре кунне ирттереççĕ. Маларах асăннă хăрушă цифрăсене шута илсен çакă питĕ вырăнлă. Пĕр кун та пулин çыннăн хăйĕн чĕрин сывлăхĕ пирки шутламаллах.

Чĕре сывлăхне нумай çула упраса хăварас тесен мĕн тумалла-ха;

Малтанах – пирус туртмалла мар. Табак тĕтĕмĕллĕ пÿлĕмре ларни те чĕрепе юн тымарĕсемшĕн сиенлĕ.

Апата тăвар сахал ямалла. Тăварланă тутлă апат-çимĕç уяв сĕтелĕ çинче пулни те çителĕклĕ. Организмра тăвар ытлашши пулни пÿресене шĕвеке кăларма чăрмантарать. Çакă вара чĕрене те, юн тымарĕсене те хушма йывăрлăх кÿрет.

Артерисенче холестерин тăхисем ан пухăнччăр тесен апатланура выльăх çăвĕн хисепне чакармалла: çусăр какай çимелле, апата тип çупа хатĕрлемелле, ăшаланине мар, пĕçернĕ е тата пăшăхланă çимĕç çимелле. Пахча çимĕç, улма-çырла сĕтел çинчен татăлмалла мар. Юн пусăмĕ ÿснипе аптăракансен кофе, çăра чей, алкоголь ĕçмесен лайăхрах.

Вăй-хал ĕçĕ те чĕре сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Эрнере пилĕк хут çуршар сехет те пулин гимнастика тумалла. Вăй-хал активлăхĕ чĕре мышцин ĕçне лайăхлатма, кĕлетке виçине йĕркене кĕртме пулăшать. Çак тĕллевпе чупни, ишни, утни усăллă. Кĕлетке виçи ытлашши пулсан вара чĕрене йывăр килет.

Чĕрепе юн тымарĕсене хÿтĕлекен хăватлă меслет – ырă кăмăллă, тарават пулни. Телейлĕ çынсем сайрарах чирлеççĕ.

Çулталăкра пĕрре ЭКГ тĕрĕслевĕ ирттермелле. Чĕрепе юн тымарĕсен чылай чирĕ «темскер йĕркеллех маррине» туйнинчен пуçланать. Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртсан сиплев те тухăçлăрах пулĕ.

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Муркашри тĕп больницăра уçă алăксен кунĕ иртет. Больницăна пыраканăн 10 сехетрен пуçласа кардиолог патĕнче консультаци илме, холестерин пуррипе çуккине пĕлме, юнри сахăр шайне тĕрĕслеме, липидограмма тума май пулать.

И. Королькова,

кардиолог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика