21 сентября 2011 г.
Ĕçе юратса килес те киле кăмăллă каяс
Раççейре тата Чăваш Республикинче «Агропромышленноç комплексне аталантарасси çинчен» наци проекчĕпе ун никĕсĕ çинче хатĕрленĕ программа ĕçленипе пĕрлех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчи хушăвĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви «Ял хуçалăхне аталантарасси тата Чăваш Республикинче 2012 – 2020 çулсем валли ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварпа апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси» Патшалăх программи хатĕрлессипе ĕç пуçарчĕ.
Фермăсене хĕле хатĕрлессипе район администрацийĕн пуçлăхĕ тунă йышăнăва вырăнсенче епле пурнăçланипе паллашма «Свобода» хуçалăх фермисене çитсен тата кунти илеме курсан куç алчăрса кайрĕ. Унпа çыхăннă сăн ÿкерчĕксем – сирĕн куç умĕнче.
Пирĕн ăнлавра ферма тесен тислĕк куписемпе çын çÿллĕш çум курăкĕ тĕп вырăн йышăнаççĕ. Пытармăпăр, кун пек çĕре никамăн та ĕçлеме каясах килмест. Кашмашри сысна ферминче вара пачах урăхла ÿкерчĕк. Сарайсене хĕле хатĕрлесе дезинфекциленĕ, шуратнă, юсаса хăт кĕртнĕ. Таврари курăка çу каçа виçĕ хутчен çулнипе çум çулĕ пÿлĕннĕ. Ку çеç те мар, ферма картинчи чечексемпе пахча çимĕçсен йăранĕсем – çумпа куллен кĕрешмелли тĕп хавхаланусем.
– Ферма заведующийĕ В. Никитин ертсе пынипе кунта вăй хуракан С. Федоров, А. Белов, Ф. Козыркина, С. Мастеров, Е. Тихомирова, В. Семенова, Г. Петрова, О. Петрова, А. Мастерова, Н. Мастерова, Г. Суриковпа Л. Сурикова кулленех тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Пĕр чĕлхе тупса иртнĕ çулах вĕсем хуçалăх ертÿçи патне ферма территорине чечексем лартас ыйтупа тухрĕç. Ĕçе вĕçне çитерсен 3-шер пин тенкĕ укçа пуласса шантарсан пăр тапранчĕ, – каласа парать хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Э. Замятина.
Ĕçченсем хăйсен килĕсенчен чечексем илсе килсе, ферма заведующийĕ пулăшнипе чечек вăрлăхне туянса йăрансем хатĕрленĕ. Унта пулас илеме акнă-лартнă. Йăрансене куллен çумласа хăт кĕртсе тăнăран кĕçех илем вăй илнĕ. Çакна курса В. Григорьев ертсе пыракан Çатракассинчи сĕт фермин коллективĕ те вырăнтан тапраннă. Кĕçех кунти сарайсем çывăхĕнчи ĕнер çум ÿснĕ вырăнсене те чечексем йышăннă. Вăхăт çитсен хуçалăх ертÿçи хăйĕн сăмахне тытнă: илемлĕхшĕн тăрăшакансем укçан премие тивĕçнĕ.
– Илемлĕхпе производство – уйрăлми пайсем. Ĕçлекенсем илеме курма пĕлеççĕ пулсан вĕсен ĕç кăтартăвĕ те ырă утăмсем тăвать. Çакна шанса çул патăмăр та ферма ĕçченĕсем ыйтнă çĕнĕлĕхе, – терĕ хуçалăх ертÿçи В. Ананьев. Унăн сăмахĕсене çирĕплетекен кăтартусем: пĕлтĕрпе кăçал хуçалăхра аш туса илесси те, сĕт сăвасси те малалла утăмланă. Сысна ферминче аш туса илесси пĕлтĕрхи 8 уйăхран кăçал 155,2 процент хăпарнă. Сыснасен кĕтĕвĕ 1807 пуçран 2433 пуçа çитнĕ. Асăннă тапхăрта 3556 çура илни те 2010 çулхи çак тапхăртинчен 636 пуç ытларах. Танлаштарма, районĕпе – 667 пуç сахалрах.
«Свобода» хуçалăх фермисенче чечек илемĕ вăй илсех пырать. Кăçал чечексене Кашмашри ĕне ферминче те чылай лартнă. «Çитес çул чечексен лаптăкне ÿстересси пирки шутлатпăр», – тет паян ферма ертÿçи Ю. Петровский.
Илеме малти вырăна кăларакансем пушар хăрушсăрлăх правилисене те çирĕп пăхăнни кашни утăмрах куç умĕнче. Вĕсен малашлăх ĕмĕчĕсем пурнăçланасси пирки те пирĕн иккĕленÿ çук.
Фермăсенчи илем пирки калаçнă чух чечек йăранĕсемлĕ Уйкас Янасалти (Ильич яч. хис.), Патаккассинчи («Оринино»), Анаткассинчи (Суворов яч. хис.) ĕне фермисене, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикине ырă енчен палăртмалла.
А. БЕЛОВ,
район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.