21 сентября 2011 г.
Муркаш тăрăхĕнче – Вена профессорĕ
Çак кунсенче Муркаш районне сумлă хăнасем килсе кайрĕç. Вĕсен шутĕнче Швейцарире çуралса ÿснĕ, халĕ Вена университетĕнче ĕçлекен Андреас Каппелер профессор, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев тата Кооператив институчĕн профессорĕ, истори наукисен докторĕ Л.А. Таймасов пулчĕç.
Сумлă хăнасен ĕçлĕ çул çÿревĕ районти историпе краеведени музейĕнчен пуçланчĕ, ăна район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова ертсе пычĕ.
Вена университечĕн профессорĕ «Россия – многонациональная империя. Возникновение. История. Распад» кĕнеке тата тĕнчипе паллă чылай ытти ĕç çырса халăх умне кăларнă. Андреас Каппелер – Вăтам Атăл тăрăхĕнчи халăх историне тĕпченĕ ĕçĕн доктор диссертацийĕн авторĕ. Профессор пирĕн тăрăха килни вара ахаль мар.
– Эпĕ 1970 çултан пуçласа пĕр пысăк кĕнеке кăларассипе ĕçлетĕп, унта чăваш халăхĕн историне те кĕртес тетĕп. Çавăнпа та чăваш тăрăхĕпе тĕплĕнрех паллашас, аваллăх управне, чăваш халăхĕн ĕç-хĕлне хам куçпа курас килчĕ, – терĕ чылай çул Германире те ĕçленĕ профессор.
Пирĕн района киличчен паллă профессор Чăваш Республикинчи ытти районсенче пулнă, чăваш халăхĕн тĕрлĕ йăли-йĕркипе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.
Чăваш халăхĕн историне тĕпчесе Л.А. Таймасов та сахал мар ĕç çырса пичетленĕ. Андреас Каппелерпа вара вĕсем чылайранпа ĕçлĕ çыхăнура. Леонид Александрович 2003 çулта Вена университетĕнче стажировкăра пулнă. Вăл Урал, Вăтам Атăл тăрăхĕнчи халăх историйĕпе чылайранпа кăсăкланать.
– Мана чылай тăрăхра пулма тÿр килчĕ. Чăваш тĕпленнĕ кашни вырăн хăйне май кăсăклă, – терĕ Л.А. Таймасов Муркаш тăрăхĕнче пулнă май.
Аякран килнĕ Андреас Каппелера чăваш йăли-йĕркине, ĕç-хĕлне сăнланă залсем уйрăмах кăсăклантарчĕç. Чăваш халăх тумĕ хăйне евĕрлĕ тата кăткăс, тум çинчи кашни эрешĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ, историйĕ. Паллă профессоршăн пĕлмелли кунта сахал мар пулчĕ. Çавăн пекех сумлă хăнасем Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи музейра пулчĕç. Кашни музей вара хăйне май кăсăклă. Чăваш çĕрĕпе çыхăннă интереслĕ самантсем паллă профессор кĕнекинче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç.
Р. Илларионова.