21 сентября 2011 г.
Тĕп ыйту – хĕле хатĕрленесси
Çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр çитиччен вăхăт нумаях юлмасть. Ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем епле шайра-ха; Мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ тата кая хăвармасăр туса ирттермелле; Çавăн пирки каласа пама ыйтрăм эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, райадминистрацин капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхне Владимир Германович НИКИТИНА.
– Владимир Германович, çанталăк ир-каç сивĕрех те сивĕрех. Кĕрхи кунсем çапла ĕнтĕ. Апла пулсан çак ыйтупа интересленни те вырăнлă пулĕ тетĕп: мĕнле кĕтсе илет районти коммуналлă хуçалăх системи çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра;
– Çапла, çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçăниччен шутлă кунсем юлаççĕ тесен те тĕрĕсех. Ăна хатĕрленсе кĕтсе илессипе сахал мар ĕç пурнăçланă ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле хатĕрленÿ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Коммуналлă хуçалăх комплексĕн организацийĕсен етÿçисем пĕлтернĕ тăрăх шкулсем, ача сачĕсем, больницăсем тата ытти социаллă сфера объекчĕсем пĕтĕмĕшле илсен 2011–2012 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр темелле. Ятарлă комисси членĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсен 26 котельнăйне, коммуналлă хуçалăх комплексĕн 14 котельнăйне вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттерни те çавна çирĕплетсе парать.
Çапах та çавна та каласа хăварас пулать. Юлашки вăхăтра Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ хăйĕн ĕç кăтартăвĕсене палăрмаллах хавшатрĕ. Çавна май асăннă предприяти котельнăйĕсене хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕрлесси те кирлĕ шайрах пулса пыраймарĕ.
– Анчах та хĕле хатĕрленесси вăл котельнăйсене йĕркене кĕртсе çитересси кăна мар вĕт-ха. Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем туса ирттересси, çуртсенчи ăшă узелĕсене, ăшă парса тăмалли системăсене юсасси-хатĕрлесси пирки мĕн калама пултаратăр;
– Тĕрĕсех, пурăнмалли çурт-йĕр фондне хатĕрлесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна аван ăнланатпăр. Юлашки вăхăтри çумăрлă çанталăк çуртсен çийĕсене юсассипе кăштах чăрмав кÿчĕ пулин те, ку ĕçсем те анлă сарăлнă. Мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçласа пĕтеретпĕрех.
Пĕтĕмпе вара пирĕн кăçал çуртсен çийĕсене 5037,6 тăваткал метр капиталлă юсамалла, путвалсенче 513 тăваткал метр юсав ĕçĕсем туса ирттермелле, çуртсен фасачĕсене 573 тăваткал метр юсамалла тата ăшă тытакан тумалла.
Пурне те паллă, шыв пăрăхĕсем чылай çĕрте кивелсе çитнĕ. Çавна май вĕсене юсассипе тата çĕнĕрен улăштарассипе чылай ĕç пурнăçлама тивет. Акă çак вăхăта Муркашра Октябре 50 çул урамри 40-мĕш çуртра шыв пăрăхĕсене çĕнĕрен улăштаратпăр. Çуррине яхăн пурнăçланă ĕнтĕ кунти ĕçсене.
Çак урамри 44-мĕш çуртăнне вара тĕтĕм çулĕсене, шыв пăрăхĕсене юсас ĕçсене вĕçлерĕмĕр.
Гагарин урамĕнчи 20-мĕш çуртра та шыв пăрăхĕсене çĕнĕрен улăштартăмăр.
Хальхи вăхăтра икĕ объектра нумай хваттерлĕ çуртсен çийĕсене юсас ĕçсем пыраççĕ. Кусем вĕсем Москакассинчи Зеленая урамри 2-мĕш тата Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 12-мĕш çуртсем. Асăннă объектсенче ĕçсене вĕçленĕ май ытти çĕрте те çуртсен çийĕсене юсама пуçăнатпăр.
Çавна та каласа хăварасшăн. Çуртсен çийĕсене юсанă çĕрте хальхи çĕнĕ материалсемпе усă куратпăр. Кусем вĕсем «F 1,2 пластофил» тата «МП-20» маркăллă профилированнăй лист. Вĕсем унччен усă курнă материалсенчен тÿсĕмлĕрех те, çирĕпрех те.
– Коммуналлă хуçалăх системине хăш тапхăра кĕркуннехи-хĕллехи кунсем валли хатĕрлесе çитерме палăртнă-ха;
– Хатĕрленÿ ĕçĕсене пĕтĕмĕшле октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме пăхнă. Сентябрĕн 16-мĕшĕнче ятарлă ĕç комиссийĕ Муркаш районĕн энергетика тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсене вырăна тухса тĕрĕслерĕ. Унта Атăл тăрăхĕнчи Ростехнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн представителĕсем те хутшăнчĕç. Тĕп ыйту – хĕле хатĕрленесси. Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх энергетика тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсен шайне кăтартакан ятарлă паспортсене комисси членĕсем алă пуснă. Çапла вара вĕрентÿ учрежденийĕсен 26 котельнăйĕ, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн 5 котельнăйĕ алла паспортсем илчĕç ĕнтĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.