Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Характерсем пĕр килмерĕç...»

21 сентября 2011 г.

«Характерсем пĕр килмерĕç...»

Çак каларăша ЗАГС пайĕсенче официаллăнах çирĕплетнĕ темелле-ши; Çемьене ниепле те сыхласа хăварма май çук пулсан шăпах çак сăлтавпа мăшăрсем уйрăласси пирки пĕлтерсе заявлени çыраççĕ. Ытларах чухне çак утăма тăвасси пирки хĕрарăмсем шутлаççĕ.

Уйрăлакан мăшăрсенчен çуррине яхăн – пĕрле пилĕк çул таран та пурăнманнисем. Анчах та вĕсен пурин те тенĕ пекех пĕр е икĕ ача. Хыçа юлнă уйăхсене тишкерсе тунă цифрăсем те çавнах калаççĕ: арканнă 37 çемьери çул çитмен 30 ачан малашне тулли мар çемьере ÿсме тивет.

Мăшăр 25–39 çулсенче чухне çемьесем ытларах арканаççĕ. Пирĕн тĕслĕхре – çак ÿсĕмри çирĕм икĕ арçын тата çирĕм пĕр хĕрарăм. 18–24 çулхисем – икĕ арçынпа çичĕ хĕрарăм, 40–49 çулхисем – 7 арçынпа 5 хĕрарăм. 50 çултан иртсен те уйрăлса каякансем пур: 6 арçын тата 4 хĕрарăм.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçалхи сакăр уйăхра арканнă çемьесен шучĕ 27 чухлĕ сахалрах пулни савăнтарать.

Мăшăр суйлас тетĕр пулсан вара малтанах нумайрах сăнăр, ăна туйма вĕренĕр. Çапла вара «характерсем пĕр килмерĕç» темелле те пулмĕ.

Пичете район администрацийĕн ЗАГС пайĕн материалĕ тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика