Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырсарни кун старта – ватти те, вĕтти те

21 сентября 2011 г.

Вырсарни кун старта – ватти те, вĕтти те

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче районта пысăк спорт уявĕ иртет. Муркашри стадионта çăмăл атлетика енĕпе Олимп чемпионкин Валентина Егоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту пулать. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисем вăй виçеççĕ.

Кĕскен: Исетерккĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Михайловна Егорова икĕ Олимп вăййине хутшăннă: 1992 çулта Барселонăра Олимп вăййисен чемпионĕ пулнă, 1996 çулта Атлантăри вăйăсенче кĕмĕл призер пулма тивĕçнĕ.

Ытти нумай наградăсемпе пĕрлех ăна «Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» 2 степень орден медалĕпе те чысланă.

Çак ăмăртупа пĕрлех район шайĕнче Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ – 2011» чупу та иртет. Сывă пурнăç йĕркине тата спорта аталантарас тĕллевпе массăллă чупăва шкулта вĕренекенсемпе пĕрле ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен командисем те хутшăнаççĕ. Кăçалхи ăмăртура 2005 çулта çуралнă тата кĕçĕнреххисен старчĕ те пулĕ. Вĕсен дистанцийĕ – 250 метр. Ветерансем те – 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем тата 60 çултан иртнĕ арçынсем – 300 метрлă дистанцире хăйсене тĕрĕслеме пултарĕç.

Ăмăрту стадионта 11 сехетре уçăлать. Заявкăсене 10 сехет çурăччен йышăнаççĕ. Кашни ÿсĕмри çĕнтерÿçĕне уйрăммăн наградăлаççĕ.

Ăмăрту массăллă спорта явăçтарассипе çыхăннăран унта кашниех хутшăнма пултарать.

Старта тухакансене ăнăçу сунатпăр, спорта юратакансене 11 сехете стадиона йыхравлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика