21 сентября 2011 г.
Хаксем тимлĕхре
Çак кунсенче район администрацийĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакĕсене тĕрĕслесе тăракан комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ.
Район территорийĕнче ваккăн сутмалли таварсен 80 – 85 процентне Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем сутаççĕ. Апла пулсан тавар хакĕн вылявĕ вĕсенчен чылай килет. Правительство шайĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар переченне йĕркеленĕ. Унта чи пĕлтерĕшлĕ куллен кирлĕ тăхăр тĕрлĕ продукта кĕртнĕ. Райпо лавккисенче вара переченти тавар хакне ценник тĕсĕсенчен уйăрма пулать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура тата саккунпа килĕшÿллĕн пĕчĕк наценка тумалла, ăна пĕр сăлтавсăр ÿстермелле мар.
Ларăвăн малашнехи ĕçне район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Н.М. Костина тăсрĕ, районти социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакĕсем тĕлĕшĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, çитменлĕхсене пĕтермеллине, халăх ыйтăвне тĕпе хурса çĕнĕлĕхсене вăя кĕртмеллине палăртрĕ.
– Социаллă пĕлтерĕш-лĕ тавар тĕп вырăнта пулнине шута илсе вĕсен хакĕсене эпир кашни эрнере тĕрĕслесе тăратпăр. Суту-илÿ точкисенчи çакăн йышши тавара хакне пĕр сăлтавсăр хăпартса сутни, тавар туянакан прависене ирĕксĕрлени ан пултăр тесе тăрăшатпăр, – терĕ Н.М. Костина ларăва пухăннисене куллен пурнăçлакан ĕçпе паллаштарнă май. Экономика пайĕн ĕçченĕсем кашни эрнере суту-илÿ точкисенчи хаксене тишкереççĕ. Ăна район хаçачĕ çине пичетлетпĕр. Çавăн пекех вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем валли туянакан апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене кашни эрнере контроллеççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ хамăр республикăра туса кăларнă экологи енчен таса та пахалăхлă продукцие халăх умне ытларах та ытларах кăлармаллине палăртать. Халĕ ку енĕпе райпо лавккисем çине тăрса ĕçлеççĕ. Унăн хушăвне тĕпе хурса çавăн пекех ятарлă комплекслă программăпа килĕшÿллĕн районта «Органика» апат-çимĕç лавкка сечĕ уçма палăртрĕç.
Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕсен ертÿçисем хăйсен суту-илÿ точкисенчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех ларăва суту-илÿ ĕçне ертсе пыракан ытти ĕçченсем хутшăнчĕç.
Ларăва хутшăнакансем ĕçе пĕтĕмлетнĕ май малашне те социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакне çирĕп контроллемеллине, йĕркене пăсакансенчен çирĕп ыйтмаллине палăртрĕç. Çавăн пекех ĕç ушкăнĕн ларăвĕ тата унти тĕрлĕ йышăну пирки халăха хаçат урлă пĕлтермеллине йышăнчĕ, лавккасенче «Покупай Чувашское» стикерлă продукцие анлăрах сутма тата ку тĕлĕшри ытти ĕçе пурнăçлама сĕнчĕ.
Р. Илларионова.